Кирек епле суйлава ирттерсе ярасси те яваплă та пысăк тимлĕх ыйтакан процесс. Çак ĕçре суйлав комиссийĕсен пĕл­терĕшĕ пысăк. Ахальтен мар ку органсене ертсе пыма халăх шанакан, аслă пĕлÿллĕ, яваплă çынсене кăна çирĕплетеççĕ. Вĕсенчен пĕри — Вăрмар муниципаллă округĕн Чулкасри 1528 номерлĕ суйлав комиссийĕн председателĕ Светлана Львовна Уливанова. Светлана Уливанова – суйлав тытăмĕнче 1993 çултанпах. Вăрмарти суйлав комиссийĕн членĕ пулнă, чылай çул секретарĕ пулса тăрăшнă, 2021 çултанпа – председатель. «Эпĕ пĕр­ремĕш хут суйлав ирттерсе ярас ĕçе тытăннă вăхăтра Вăрмарти территори комиссийĕн председателĕнче Анна Павловна Викторова ĕçлетчĕ. Вăл нумай япалана вĕрентрĕ пире – çамрăксене. Çапла суйлавпа çыхăннă пĕрремĕш сăнар маншăн паянхи кун та – Анна Павловна Викторова», – аса илет Светлана Львовна.f14d8fa1 a228 413d b6a5 bc1f3aa9172f

Светлана Уливанова кулленхи пурнăçне педагогикăпа çыхăнтарнă:1990 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнăранпах хăй çуралса ÿснĕ тăван Чулкас ялĕнчи тăван шкулта вăй хурать. Шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет вăл. Ялти суйлав комиссийĕн ĕçне тытса пынă май çамрăксене, шкул ачисене суйлав законодательствине ăша хывтарассине те, суйлав пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнлантарассине те хăйĕн çине илнĕ темелле. Ачасемпе ĕçленĕ май суйлав процесĕнчи пĕлÿлĕхе ÿстерсе çамрăксем хушшинчи гражданла яваплăха аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйă­рать педагог.

«Кашни суйлав хăйне майлă иртет, кашнинчех мĕн те пулин çĕнни. Суйлав тытăмĕнчи ĕç тимлĕх, пысăк дисциплинăллă пулма ыйтать, çав вăхăтрах интереслĕ те. Малтанхи çулсемпе танлаштарсан хальхи суйлавсем уççăнрах, витĕмлĕрех иртеççĕ. Суйлав участокĕн комиссийĕнче эпир пĕр команда пулса туслă, пĕр-пĕрин шухăшне шута илсе ĕçлетпĕр, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланатпăр. Маншăн çынсемпе хутшăнса калаçни, вĕсене суйлаври кашнин сасă хаклă пулнине ăнлантарма май пурри пĕлтерĕшлĕ. Ялти шкул, культура, территори пайĕн ĕçченĕсемпе çынсене суйлава хутшăнмаллине ăнлантарсах тăратпăр. Вăрмарти территорири суйлав комиссийĕнчи ĕçтешсене тав, вĕсем хуравлама, татса пама пултарайман ыйту çук, яланах пулăшаççĕ. Манăн пурнăçри кашни суйлав асра юлать. Пирĕн командăра халĕ çамрăксем те пур, вĕсене вĕрентсе пыратпăр. Суйлав — ял пурнăçĕнчи пысăк пулăм, ачисемпе, мăнукĕсемпе килеççĕ учас­тока, сасăлама кăна мар, пĕр-пĕрне курма, калаçма та», - палăртать Светлана Уливанова.

Ĕçрен пушă вăхăтра Светлана Львовна кĕнеке вулама кăмăллать, пахча-çимĕç, çырла, чечек ÿстерет, мăшăрĕпе пĕрле хурт-хăмăр пăхать, концертсемпе театрсене, музейсене çÿреме тăрăшать.

Сентябрь уйăхĕнче иртекен суйлава ку хутĕнче те ăнăçлă ирттерсе яма сунатпăр Светлана Львовнăна тата вăл ертсе пыракан командăна!

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика