Июль уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа август уйăхĕн 2-мĕшĕччен Чăваш Республики агротуризма, гастрономие тата профессилле пĕрлĕхе юратакансемшĕн, хăмлапа çырла çитĕнтерме специализациленекенсемшĕн туртăм центрĕ пулса тăнă. «Раççей ялĕ» проект шайĕнче йĕркеленĕ икĕ паллă мероприяти - Пĕтĕм Раççейри V «Зеленое золото России-2026» тата IV Çырла фестивалĕ - 57 пин ытла çынна пухнă.
«Фестиваль канмалли сăлтавсенчен пĕри кăна мар, ку вăл чи малтанах хăмла тата çырла ĕрчетес ĕçе аталантарас, таварсене тарăннăн тирпейлес, çĕнĕ шая кăларас тата шанчăклă партнерсене явăçтарас ĕç хатĕрĕ. Унсăр пуçне çакăн пек пулăмлă формат регион имиджне аталантарма тата туризма çирĕплетме витĕм кÿрет. Çапах та эпир планкăна мĕн чухлĕ çÿлерех çĕкленине, çĕнĕ идейăсем çавăн чухлĕ ытларах кирлине ăнланатпăр. Малашлăх пирки шухăшламалла тата малалла каймалла», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Вăл мероприятисене йĕркелекенсене, фестивальсен площадкисенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтернĕшĕн правăна сыхлакан органсене тав сăмахĕсем каланă.
Кăçал хăмла уявĕ 52 пин ытла хăна пухнă. Хăйсен продукцине 63 хутшăнакан: 28 сăра вĕретекен компанипе 35 обществăлла апатлану заведенийĕ тăратнă. Чăваш Ен Правительствипе Раççей Ял хуçалăх министерстви йĕркелÿçĕсем пулнă. Тĕп партнерĕ вара йăлана кĕнĕ йĕркепе Раççей ял хуçалăх банкĕ пулса тăнă. Мероприяти хăйне çĕршыври хăмлаçăсем валли тĕп диалог лапамĕ пулса тăнă.
Кăçалхи фестивалĕн ĕçлĕ программине çĕршыври вунсакăр регионтан 58 эксперт, ăсчахсем, преподавательсем, технологи, тирпейлекенсемпе инвесторсем хутшăннă. Тĕп тимлĕхре çĕнĕ каналсене пуянлатасси, регионсен хушшинчи кооперацие аталантарасси, чĕртавара тарăннăн тирпейлес тата вузсем хушшинче килĕштерсе ĕçлес ыйтусем пулса тăнă.
«Эпир каллех пурсăмăр та пĕр чăмăра пухăнтăмăр. Хутшăнакансенчен çурри яхăн - ку пирĕн яланхи экспертсем, вĕсем пирĕнпе темиçе çул хушши пĕрле ĕçлеççĕ ĕнтĕ. Вĕсен опычĕ çинче никĕсленсе республикăра хăмла çитĕнтерес ĕçе аталантарассишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ те тухăçлă йышăнусем тăватпăр. Хăмла ÿстересси çамрăк специалистсемшĕн пысăк туртăм пулса тăрать», - тенĕ хăйĕн ум сăмахĕнче вице-премьер - Чăваш Енĕн ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев.
Август уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2-мĕшĕччен эстафетăна 5 пин ытла çын пухнă IV Çырла фестивалĕ йышăннă. Унăн тĕп тĕллевĕ - Раççейри çырла çитĕннин çитĕнĕвĕсене кăтартасси, çĕнĕ çынсене агропромра ĕçлеме хавхалантарасси тата вырăнти производительсене пулăшасси.
Малтанхи кун «Пехет» агромаркет площадкинче иртнĕ. Кунта 32 экспорт хутшăнăвĕллĕ курав анлă сарăлнă, вĕсен хушшинче республикăри 12 çырла хуçалăхĕ. Вунă фермерăн «Школа фермера» вĕренÿ проектĕнчен вĕренсе тухакансем пулни уйрăмах савăнтарать.
Фестивале хутшăнакансене уйрăмах «Фабрика процессов» ярăмлă пилотлă проект кăсăклантарнă, ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе «Тухăçлă регион» пуçару шайĕнче пурнăçлаççĕ. Республикăра çырла ĕрчетес ĕçе аталантарассипе планпа палăртнă ĕçĕн пайĕ шутланакан асăннă проекта пур тапхăрсенче те перекетлекен производство принципĕсене пуçласа хатĕр тавар кăларас ĕç таранах ĕçе кĕртме тĕллев лартнă.
ЧР ПА пресс-служби
