Эпир, Вăрмарти тĕп библиотека ĕçченĕсем, вулакансем валли «СВО — сила, верность, отвага» ятпа патриотизм сехечĕ йĕркелесе ирттертĕмĕр.
Мероприяти вăхăтĕнче çамрăксене черетлĕ хутчен тыл пулăшăвĕ çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине, пирĕн çар, кашни салтак эпир вĕсене хисепленине, вĕсене паттăрлăхĕшĕн тав тунине асра тытса тăрассине ăнлантартăмăр. Пиллĕкмĕш çул пыракан çар операцийĕ пуçланса кайнă сăлтавсене аса илтĕмĕр, çак вăхăт хушшинче эпир хамăрăн салтаксене пулăшсах тăнă, малашне те пулăшăпăр.
Библиотекăра йĕркеленĕ «Ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсем» çĕнетнĕ куравĕпе паллаштартăмăр. Куравра çар операцийĕн тематикипе çыхăннă литература, çар участникĕсемпе вĕсен çемйисене кÿрекен пулăшу мерисем çинчен информаци буклечĕсем, СВО символĕ пулса тăнă — окоп çуртисем, техника макечĕсем, маскировка сеткисен тĕслĕхĕсем пур.
Экспозицире уйрăмах хисеплĕ вырăнта - «СВО паттăрĕсем — пирĕн ентешсем» журнал, кунта пирĕн муниципаллă округран ятарлă çар операцине хутшăнса пуçĕсене хунă ентешсен ячĕсем, эпир, библиотекарьсем, çамрăксене вĕсем çинчен калакан информаципе паллаштартăмăр. Пирĕн тăрăхри Раççей Геройĕ Сергей Ильин та пур ку журналта. Эпир, библиотека ĕçченĕсем, вулакансене Паттăрпа, унăн кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллаштартăмăр.
Ятарлă çар операцире вилнĕ кашни салтак ячĕ пирĕн чĕресенче упранĕ, ку пирĕн гражданла тивĕç тата çынлăх туйăмĕ.
Л.КУДРОВА
