Вырма пынă вăхăтра уяр та хĕвеллĕ кашни сехет, кашни кун çав тери паха. Тырра пухса кĕртесси — яваплă тапхăр, тĕп тĕллев — тухăçа пахалăхне упраса хăварса çухатусăр пухса кĕртесси. «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче кунран кун ĕç фрончĕ сарăлса пырать.
Кĕрхи культурăсене вырса илессишĕн тăрăшаççĕ, 826 гектар çинче çитĕннĕ кĕрхи тулă. Пиçсе çитнĕ тулли пучахсем пуян та пахалăхлă тухăç шантараççĕ. Хуçалăх руководителĕ Владимир Анатольевич палăртнă тăрăх, тухăç аван, гектартан вăтамран 50 центнертен те ирттерет. Уйран кĕрекен тырра ытларахăшне хуçалăхри складра пушатса пыраççĕ, парти партипе Вăрмарти элеватора та турттараççĕ. Вăрмарти тырă йышăнакан предприятири лаборантсем те Владимир Ивановăн хуçалăхĕнчи уйĕсенчен килекен тырă пахалăхлă пулнине палăртаççĕ. Уйра тăрăшакансем пысăк хăвăртлăхпа ĕçлеме хăнăхса çитнĕ, ĕç условийĕсем те меллĕ. Харăсах виçĕ комбайн уйра. Комбайнсенче кондиционерсем ĕçлеççĕ. Арçынсем валли поварсем пĕçернĕ тутлă апата уя илсе тухса çитереççĕ.
Эпир пынă вăхăтра «Эн Тайгета» кĕрхи сорт выратчĕç уйра. Кунсерен 300 ытла тонна тырă кĕрет хуçалăхри склада. Вырса илнĕ тухăçа уйран турттарса кĕрекен икĕ КамАЗ тата пĕр трактор кунсерен чылай рейс туса миçе километр уйри çулсене такăрлатмаççĕ-ши тусан кăларса. Комбайнсен штурвалĕ умĕнче — хуçалăхри чи шанчăклă та чăтăмлă ĕçченĕсем — Валерий Геннадьевич Теплов, Александр Николаевич Артемьев, Александр Валентинович Васильев. Икĕ КамАЗпа Владимир Ильич Тимофеев тата Яков Валерьевич Федоров, трактор çинче — Александр Николаевич Васильев. Комбайн бункерне 15 тонна кĕрет, пĕр КамАЗ икĕ бункерпа тулать. Владимир Тимофеев КамАз водителĕ акă кунсерен 7-8 хутчен хутлать уя, тырра склада тата Вăрмарти элеватора турттарать.
Пĕрремĕш кунсенче тырă йĕперех кĕретчĕ, халĕ — типсе пычĕ темелле. Йĕпе тырă халĕ хуçалăхра йывăрлăх мар ĕнтĕ, мĕншĕн тесен кунта вăйлă оборудовани — сушилка пур. Кунсерен 200 тонна тырă типĕме пулать унпа. Хăй тĕллĕнех чылай вăхăт хушши ĕçлесе ларма пултарать вăл.
Пахалăхлă тулăпа хуçалăхра пĕлсе усă кураççĕ — тупăш туса илме сутаççĕ, вăрлăх валли хăвараççĕ. Вырма пынă вăхăтрах çитес çулхи тухăçшăн та халех тăрăшаççĕ, кĕрхи тулă акса хăварма çĕр лаптăкĕсене те, вăрлăхне те халех хатĕрлеççĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлессипе те ĕçлеççĕ, люцернăна иккĕмĕш укоса çулса пĕтернĕ. Каярах виççĕмĕш укос та пулĕ-ха. Çапла çулталăк тăршшĕпе пĕр тĕрлĕ ĕç тепринпе ылмашăнса пырать, кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ. Кĕрхи тырра пухса кĕртнĕ çĕре 1200 ытла гектар çĕр çинче çитĕннĕ çурхисене те вырмалла пулĕ. Çанталăк условийĕсем ăнăçлă пулччăр аграрисене яваплă тапхăра парăнтарма!
Эвелина МИХАЙЛОВА
