dispan

Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн ватă граждансене тата инвалидсене социаллă пулăшу кÿрекен стационар уйрăмĕнче диспансеризаци иртрĕ.

Профилактика тĕлĕшĕнчен медицина тĕрĕс­левĕпе ватăсем патĕнче Вăрмарти тĕп больницăн поликлиникин тухтăрĕ София Юрьевна Михайлова пулчĕ. Диспансеризаци вăхăтĕнче кирлĕ тĕрĕслевсене ирттернĕ, социаллă пулăшу илекенсен сывлăхне хакланă, çакна кура кашнине сывлăхне упрама, çирĕп­летме сĕнÿсем панă, çавăн пекех профилактика тĕлĕшĕнчен тăтăшах тĕрĕсленсе тăмаллине каласа ăнлантарнă.

Диспансеризацине стационар уйрăмĕнче ирттерни медицина пулăшăвне илессине меллĕрех тума, аталанма пуçланă чирсене çийĕнчех тупса палăртма, хăрушлăх факторĕсене пĕлме май парать. Çавăн пекех аслă ÿсĕмри граждансен сывлăхне, пурнăç пахалăхне лайăхлатма та пулăшать çакă. Социаллă пулăшу илекенсен сывлăхĕшĕн тăрăшни — Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн ĕçĕнчи тĕп приоритетсенчен пĕри.

Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрĕн çул çитмен ачасен диагностикăпа социаллă реабилитаци воспитанникĕсемпе «Çемье» наци проекчĕ шайĕнче опытсем ирттернĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика