Чăваш ялĕ вăл ватăлмасть,
Пулсан та авалхи, çулпа.
Ăспа, чунпа та аптрамасть,
Утать хăюллăн мăн çулпа.
Ламран лама тăсса пырать
Йăли-йĕркине, хисепне.
Чăваш юрри, кĕвви куçать
Чун хавалĕнчен — халăхне.
Ĕç-пуç, аки-сухи, уйсем —
Пурнăç таппи. Тыр-пул ăстаçи.
Ытарайми яшсем, хĕрсем,
Тумĕ, тĕрри — кăмăл уççи.
Ĕçсем хыççăн — ял праçникĕ.
Савăнма та пĕлет халăх.
Ташă-юрă пуянлăхĕ —
Кунта, ялта вăл, пуласлăх.
Аса илер халĕ çавна,
Сĕм авалтан пырать праçник.
Çÿренĕ пурте хăнана
Ултă касран. Ялĕ пысăк.
Эçпепе, Кивĕ Шулханĕ,
Малти, Кайри Мăнçырмисем,
Çĕнĕ Шулхан, Кĕтеснерĕ —
Пĕр кун уявланă вĕсем.
«Праçнике уçас!» — хыпарласа,
Вăйă картинчен пуçларĕç.
Алран-алла çавăтăнса
Чăн акăшсем пекех шурĕç.
Пăхса тăма пит кăмăллă:
Тумĕ, юрри те тыткăнлать.
Кĕтсе илтĕмĕр тăвăллăн,
«Шуçăм» — хĕрсен ушкăнĕ юрлать.
Сăмах пачĕç сумлисене.
Çитнĕ Генрих Геннадьевич,
Чысларĕ активистсене.
Çумрах Анатолий Григорьевич.
Ялти халăх питĕ хастар,
Тасалăх та хуçаланать.
Тетти, хашлама, ытти... Мухтар!
Кам мĕнпе халь хăналать.
Ял старости, маттуррисем
Çăлкуç тавра та тирпейленĕ.
Чунпа туйса ертÿçĕсем
Чăннипех те хатĕрленнĕ.
Сĕтел тулли апачĕсем —
Праçник праçник пек пулмалла.
Чăваш эстрада юрăçисем...
Савăнмалла, ташламалла.
Ай-вай ташлаççĕ, юрлаççĕ,
Ав, хăнасем те ушкăнра.
Ачи-пăчи савăнаççĕ,
Янрать хаваслăх таврара.
Асли те çамрăкла сикет,
Пăх, тăрăс-тăрăс тапкалать.
Кунта — малти, ыранхи вĕт,
Пуласлăх, кур, хуçаланть.
Мĕнле-ха савăнса юрламăн?
Хĕвелĕ, сумĕ халь хăна.
Ял уявне чунта упратăн,
«Чиркÿ праçникĕ» теççĕ ăна.
Спорт вăййисем, дискотека —
Тата ытти ыр пулăмсем.
Асрах юлĕç çулталăка
Çапла аван, эçпепесем.
Вăрмар поселокĕ
