
Кăсăклă опытсемпе иртекен çуллахи каникул хăйне майлă усă кÿрет. Опытсем аталанма, йывăрлăхсене парăнтарма пулăшаççĕ, социаллă хăнăхусене лайăхлатаççĕ.
Ачасем нумай япалана хăйсем тĕллĕн тума вĕренсе çитеççĕ, вĕсен çĕннине, ăслăлăха лайăхрах пĕлес туртăм ÿсет. Ансат экспериментсем урлă ачасем хăйсен куçĕпе физика тата химипе çыхăннă пулăмсене тĕпчеççĕ: ирĕлессине, тĕссене хутăштарассине, шыв пăсланăвне, магнит вăйне тата ыттине те. Пĕлÿ учебниксем урлă мар, харпăр хăй опытĕнчен пуçтарăнать, çакă асра лайăхрах та юлать. Опыт вăхăтĕнче ача сăнама, танлаштарма, хăйĕн шухăшĕсене пĕлтерме вĕренет. Ку вăл логика тата тĕпчев шухăшлавĕн аталанăвĕ патне илсе пыракан пĕрремĕш утăмсем.
Воспитанниксем хăйсем те сăнав ирттерчĕç: материалсем хатĕрлерĕç, гипотеза йĕркелерĕç, виçевсем турĕç, кăтартусене çырса пычĕç, пĕтĕмлетÿсем турĕç. Опытсем хыççăн палăртнă задачăна татса пачĕç. Опыт ирттернĕ май пысăках мар ăнăçу пулсан та ачасен хăйне хăй хаклани ÿсет.
«Çакăн пек занятисем ахаль йăпану кăна мар, ачасен аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ инструмент пулса тăраççĕ. Вĕсем тĕнчене лайăхрах ăнланма, хавхалантарса тăракан лару-тăрура харпăр хăй пулатрулăхне палăртма пулăшаççĕ», - палăртать çемьесемпе ĕçлекен специалист Альбина Николаевна.
