edfff384 62b5 4508 b985 a9dc94f2ebc9

Вăтакас ялĕнче «Шанăç çăлĕ» çăлкуç пур. «Шыв — пурнăç çăлкуçĕ» программа шайĕнче Николаевсен çемйин ачисем /ÿкерчĕкре\ çăл йĕри-таври территорине хăтлăх кĕртрĕç. Вĕсем яланах çăлкуç вырăнне тасалăхра тытаççĕ.

Çавăн пекех Вăтакасра иртнĕ кунсенче ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енри хавас­лă çу кунĕсем» проекчĕ шайĕнче «Çуллахи кĕвĕсем» концерт программипе автоклуб та пулчĕ. Программăра Раççей, Тăван çĕршыв, юрату темипе тĕрлĕ композицисем янăрарĕç. «Парне» халăх фольклор ансамблĕ, Ирина Трифонова, Марина Николаева, Владимир Михайлов илемлĕ кĕвĕ-юрăсем шăрантарса Вăтакас ял халăхне çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕç.

Ирина ТРИФОНОВА, Вăрмарти культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕн режиссерĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика