urmar

Çак кунсенче «Физкультурăпа спорт аталанăвĕ» патшалăх программи шайĕнче Анапа хулинче çак хулари «Волейбол Федерацийĕ» обществăлла организацин Кубокĕ иртнĕ. Ăмăртусенче 2011-2012 çулсенчи хĕрсем тупăшнă.

Спорт мероприятине А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн волейбол уйрăмĕн пултаруллă воспитанникĕсем те — «Урмарочка» команда — хутшăннă. Команда тренерĕ — Александра Теплова.

Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи волейболистсем чи лайăххисен ятне илме çичĕ кун хушши тупăшнă. «Урмарочка» команда вĕсене парăнман, çивĕч ăмăртура 3-мĕш вырăна тухса бронзăна тивĕçнĕ. Командăри Татьяна Николаева вара «Чи лайăх вăйăçă» ята илнĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика