Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, çĕр çинче пурăнакансен 3 проценчĕ наркоманин усал капкăнне çакланнă. Раççейре кăтарту кăшт пĕчĕкрех: сиенлĕ хутăш витĕмне кĕрсе ÿкнисем 1 процента яхăн. Июнь уйăхĕнчи даннăйсемпе Чăваш Республикин наркологи диспансерĕнче наркоманипе чирлĕ 550 çын, Шупашкар хулинче 365 çын шутланса тăрать. «Çамрăксем наркотик сутакансен серепине лекни, наркăмăша пула вилни – 21-мĕш ĕмĕр инкекĕ», — тет Чăваш Республикин тĕп наркологĕ Ирина Булыгина.

Наркотик пуç миминчен пуçласа организмăн пур органне те пĕтерет. Çак хăрушă сиен çыннă шухăшлавне, ăс-тăнне, тимлĕхне пĕтĕмпех пăccа яни патне çитерет. Çын хăйне хăй алăра тытма пăрахать, наркотик тутансан кăна тĕнчере савăнăç пур пек туйăнать ăна. Ку, паллах, тĕрĕc мар.

Наркотике пĕр хутчен тутанни те организма каялла тавăрма çук сиен кÿрет. Çак утăма тăвиччен питĕ тĕплĕн шухăшламалла: мĕн патне илсе çитерĕ вăл? Наркобизнес тĕнчи питĕ хаяр. Ытларах тупăш тăвас тесе лабораторире темĕн те шухăшласа кăлараççĕ. Сăмахран, хăвăрт хăнăхтаракан, пысăк сиен кÿрекен синтетика хутăшĕ туса кăлараççĕ.

Çул çитмен ачасем психоактивлă япаласене тутанма пуçланине пĕлме çак паллăсем çине уйрăмах тимлĕх уйăрмалла:

- шкулта япăх вĕренме пуçлани, малтан килĕшнĕ япаласем патне интерес çухатни;

- кăмăл-туйăм, ыйхă вăхăчĕ час-часах улшăнни;

- куç шăрçи пĕчĕкленни е сарăлни;

- çĕнĕ юлташсемпе туслашма пуçлани тата ашшĕ-амăшĕнчен пытанса калаçни;

- япаласем хушшинче шприцсем, тĕрлĕ хутăшлă пакетсем, пипеткăсем тупăнни.

Паллă ĕнтĕ, наркотиксем çамрăк ăрушăн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Ачасен пурнăçĕ ытларах çемьери лару-тăруран килет. Çемьере пĕрмай харкашу, ăнланмалăх пулсан, вĕсем ытларах урама туртăнаççĕ. Ăc-тăнĕ çирĕпленсе çитменнипе лайăх мар ушкăн е аслăраххисен витĕмне хăвăрт çакланаççĕ. Çавăнпа та мĕн пĕчĕкрен ачапа вăхăта пĕрле ирттерме тăрăшмалла, ача садне çÿренĕ вăхăтранах, Сывă пурнăç йĕркине тытма вĕрентсе, хăнăхтарса пымалла. Çемьере ĕçе явăçтармалла. Ача шкула кайсан ăна кружоксене çырăнтармалла, спортпа туслаштармалла.

Наркоманипе чирлисене тата вĕcен çывăх çыннисене Республикăри наркологи диспансерĕнче пулăшу параççĕ. Реабилитаци уйрăмĕнче вĕсемпе психиатр-наркологсем, психологсем, социаллă пулăшу паракан специалистсем ĕçлеççĕ. Наркотик серепине çакланнă çынсене медицина пулăшăвĕсĕр пуçне ĕç те тупса параççĕ, ниçта та пурăнма çуккисене вăхăтлăха пурăнмалли çурта вырнаçтараççĕ. Психологсем вара çемьери хутшăнусене майлаштарса яма пулăшаççĕ. Реабилитаци уйрăмĕнче анонимлă наркомансен тата алкоголиксен ушкăнĕсем те ĕçлеççĕ. Республикăри наркологи диспансерĕ Шупашкарти Пирогов урамĕн 6-мĕш çуртĕнче вырнаçнă.

Алевтина АНДРЕЕВА, психиатр-нарколог

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика