Чăваш юманĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă

Пĕтĕм Раççейри «Çулталăкри йывăç» сасăлава хутшăнакан чăваш юманĕ иккĕмĕш вырăна тухнă. Уншăн такам та сасăланă. Патшалăх службинче ĕçлекенсем яланхиллех питĕ хастар пулнă. Сасăлавра Белгород облаçĕнчи юман çĕнтернĕ. Уншăн пурĕ 13933 сасă пухăннă. Чăваш Енри киремет юманĕ 12593 сасă пухнă.

Шупашкарта 23-мĕш автобус çÿреме пуçланă

Август уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Шупашкар хулинче çĕнĕ маршрут уçăлнă – 23-мĕш автобус çула тухнă. Вăл «Груша» микрорайона Энергетиксен поселокĕпе çыхăнтарать. Унăн маршручĕ çапла: Богдан Хмельницкий урамĕ — Айхи проспекчĕ — Дементьев урамĕ — Богдан Хмельницкий урамĕ — Суворов урамĕ — Коммуналллă слобода урамĕ — Граждан урамĕ — Зоя Космодемьянская урамĕ — Никольский проспекчĕ — Мускав проспекчĕ — Воробьев композиторсен урамĕ — Карл Маркс урамĕ — Дзержинский урамĕ — Ярославль урамĕ — Сергий Радонежский урамĕ — Калинин урамĕ — Текстильщиксен урамĕ — Энергетиксен урамĕ.

Инвестиципе тупăш тăвас тесе... 2,5 млн çухатнă

Шупашкарта пурăнакан 41 çулти хĕрарăм инвестицисемпе ĕçлесе илес тесе ултавçăсене 2,5 миллион тенкĕ куçарса панă. Укçи хăйĕн те пулман, кредит илнĕскер.

Вăл пĕлтерĕве Интернетра курнă та «аналитик» патне çырса янă. Лешĕ тупăш тума май пурри пирки нумай ăнлантарнă, телефон çине приложени лартма, экран демонстрацине çутма ÿкĕте кĕртнĕ.

Хĕрарăм вăл кăтартнипе тĕрлĕ счет çине укçа куçарнă та куçарнă. Приложенире инвестици счечĕ çинчи тупăш ÿснĕ пек курăннă. Çакна кура хĕрарăм чăннипех те ĕненнĕ. Тата ытларах ĕçлесе илес тесе темиçе кредит илнĕ, пĕтĕм укçана куçарнă. Çапла 2,5 миллион тенкĕсĕр тăрса юлнă вăл.

Кун пирки ăнсăртран аппăшĕ пĕлнĕ. Вăл тÿрех полицие пĕлтернĕ.

Шупашкарти чарăнусенче Интернет çыхăнăвĕ йĕркеленĕ

Обществăлла транспорт чарăнакан вырăнсенче вай-фай «валеçесси» «Цифровая Россия» проект витĕмĕпе пурнăçланать. Телефон номерĕпе авторизаци тухнă хыççăн малашне беспилотник е ракета хăрушлăхĕ вăхăтĕнче те Интернета кĕме май пулĕ.

Калем ăстисем валли - конкурс

«Хыпар» Издательство çурчĕ ятарлă çар операцийĕ пирки çырнă калавсемпе новеллăсен «Мирлĕ тÿпешĕн» конкурсне ирттерет. Унта профессионал çыравçăсем те, литература ĕçĕнче хăйсене тĕрĕслесе пăхас текенсем те пĕр танах хутшăнма пултараççĕ.

Хайлав сюжетне авторăн ятарлă çар операцийĕпе, унта хутшăнаканпа е хутшăнакансемпе, çар çыннин мăшăрĕпе е ашшĕ-амăшĕпе, ывăлĕ-хĕрĕпе е тус-юлташĕпе çыхăнтарса йĕркелемелле, илемлĕх мелĕсемпе анлăн усă курмалла.

Конкурса хутшăнас тесен хальччен ниçта та пичетленмен калав-новеллăна редакцие декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен Раççей почти урлă

/адресĕ: Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 311-мĕш пÿлĕм\ е электрон почтăпа

/Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript./ ярса памалла, «конкурса» тесе палăртмалла. Çырупа пĕрлех авторăн биографийĕ тата сăн ÿкерчĕкĕ пулмалла.

Çĕнтерÿçĕсене виçĕ ушкăнра палăртăпăр. 12-17 çулсенчи яшсемпе хĕрсен, 18-35 çулсенчи çамрăксен, 36-ран аслăраххисен йышĕнче уйрăм çĕнтерÿçĕсем пулĕç, вĕсене пурне те парнепе чыслĕç. Виçĕ çĕнтерÿçе 5-шер пин тенкĕ кĕтет.

Чи лайăх хайлавсем кăçалхи декабрьте тата çитес çул «Хыпар» Издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçатĕнче», «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра тата «Тăван Атăл» журналта кун çути курĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика