Июлĕн 28-мĕшĕнче Мăнçырмари вăтам шкулта ятарлă çар операцийĕн участникĕсен «Работа для СВОих» Клубĕн тухса çÿремелли ларăвĕ иртрĕ. Мероприяти республика Правительствипе «Уçă калаçу» проекчĕ шайĕнче пулчĕ, пĕр площадкăра СВО ветеранĕсемпе участникĕсене, вĕсен çывăх çыннисене, влаç представителĕсене пуçтарчĕ.
Тĕлпулу чуна хускатакан церемонирен пуçланчĕ: мероприяти участникĕсем, çак шутра ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова, Вăрмар муниципаллă окургĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Раççей Геройне Сергей Ильина асăнса вăл çуралса ÿснĕ килĕ умĕнчи асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Палăртса хăвармалла, 2025 çултан пуçласа Чăваш Енри пур кадрсен центрĕсенче те «Кадрсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн СВО участникĕсемпе вĕсен çемйисен клубĕсене йĕркеленĕ. Ку вăл пĕр-пĕринпе хутшăнса калаçмалли, психологи тĕлĕшĕнчен пушанмалли, пĕр-пĕрне пулăшмалли уçлăх. Кăçалтан пуçласа «Уçă калаçу» проект шайĕнче çак клубсем округсем тăрăх тухса çÿреççĕ.
«Мирлĕ пурнăçа утăм» проект шайĕнче иртекен «Пулăшу десанчĕн» çĕнĕлĕхĕ кадрсен центрĕсем çумĕнче «Работа для СВОих» клубăн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă площадка ĕçлесе кайни те пулса тăчĕ. Кунта уçă калаçу формачĕпе СВО участникĕсем кадрсен центрĕн специалисчĕсемпе хутшăнаççĕ. Пирĕн специалистсемсĕр пуçне кунта обществăлла организацисене явăçтарни те пĕлтерĕшлĕ, вĕсен шутĕнче Отечествăн çар çыннисен çемйисен комитечĕ, ятарлă çар операцийĕн участникĕсен ассоциацийĕ. Кунта опытпа ылмашăнаççĕ. Социаллă контракт шайĕнче пысăк мар бизнес уçса хăйсене реализациленисем, кăмăла каякан ĕç тупнисем хăйсен опычĕпе паллаштараççĕ, çапла майпа вĕсем хăйсен тĕслĕхĕпе ытти ветерансене мирлĕ пурнăçа хăнăхма пулăшаççĕ», - палăртнă ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова.
Çавра сĕтел ĕçне «Мирлĕ пурнăçа утăм» проект координаторĕ Дмитрий Осипов, Отечествăн Чăваш Енри çар çыннисен çемйисен комитечĕн руководителĕ Ольга Владимирова, ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ятарлă çар операцийĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пулăшуçи Артемий Репкин, РФ сенаторĕ Николай Владимиров хутшăнчĕç.
Çар çыннисен çемйисен комитечĕн руководителĕ Ольга Владимирова декабрĕн 9-мĕшĕнче Геройсен кунĕнче республикăра «Земля памяти» монумент уçасси пирки пĕлтерчĕ. Унăн никĕсĕнче çĕнĕ тăватă тата чикĕ çумĕнчи 3 регионти чи хĕрÿ вырăнсенчен илсе килнĕ артиллери гильзисенчи çĕр пулĕ. Çак монумент туртăм вырăнĕ пулĕ, çывăх çыннисем çапăçнă вырăнсенчи çĕре тытса пăхма, курма май пулĕ тăванĕсен.
Калаçу вăхăтĕнче клуб участникĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Сергей Мальков хăйсен ĕçне пуçарса ярас текен ветерансем валли хатĕрленĕ «СВОй бизнес» федераллă программăн курсĕсене вĕренсе пĕтернĕ. Сергей пулă ĕрчетме ĕмĕтленет. «Мĕн ачаранах пулă тытма юрататăп, аслисемпе пĕрле çÿренĕ. Халĕ хамăн ĕçе пуçарса ярас тетĕп ку енĕпе. Пирĕн округри специалистсем питĕ тимлĕ те яланах пулăшма хатĕр çынсем. Кадрсен центрĕнче социаллă контракт пирки тĕплĕн каласа ăнлантарчĕç, социаллă координатор вара вĕренме кĕме хавхалантарчĕ», - каласа панă Сергей.
Дмитрий Николаевич Борисов та, икĕ ача ашшĕ, «СВОй бизнес» программăна вĕренсе пĕтернĕ. Халĕ вăл бизнес-план хатĕрлессипе ĕçлет, автомобильсемпе çыхăннă бизнеса суйласа илесшĕн. Çак вăхăтрах Дмитрий экзаменсем тытнă, аслă вĕренÿ учрежденине вĕренме кĕрет. «Çемье, мăшăр мана пур енĕпе те пулăшса пыраççĕ», - палăртнă Дмитрий.
Уçă калаçу вăхăтĕнче ветерансем, вĕсен çемйисем пурнăçри çивĕч ыйтусене çĕкленĕ. Специалистсенчен ипотека кредичĕ илмелли условисем пирки, инвалидноç категорине йышăнмалли йĕрке çинчен, СВО участникĕсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене санаторине каймалли путевкăсем илмелли пирки ыйтса пĕлнĕ.
Раççей Геройĕн амăшĕ Елена Федоровна меллĕ майпа усă курса çак кун санаторипе курорт сиплевне çырăнчĕ. Социаллă фонд ĕçченĕсем ăна епле документсем хатĕрлемелли пирки тĕплĕн ăнлантарчĕç.
Эвелина МИХАЙЛОВА
