Кашни çулах майăн 31-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери пируссăр куна паллă тăваççĕ. Ку мероприяти тĕллевĕ – пирус туртни сывлăхшăн тата обществăшăн сиенлĕ пулни çине тимлĕх уйăрасси. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, хальхи вăхăтра тĕнчере кашни çул çак сăлтавпа 5 миллион çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать.
Пурте пĕлеççĕ — аслисем те, çамрăксем те, çула çитмен ачасем те — пирус сывлăха мĕнле сиен кÿнине. Анчах та пирус туртакансем чирсем вĕсене пырса çакланмаççĕ тесе шанаççĕ. Тата туртма пуçланакансенчен пĕри те пирус серепине çакланма пултаратăп тесе туртма пуçламасть. Анчах та никотин питĕ ултавлă япала, туртмассерен кунсерен организм ăна нумайрах та нумайрах ыйтма пуçлать. Малтанхи вăхăтра темиçе сигарет кăна туртнă пулсан, каярахпа вара пĕр пачка таранах кирлĕ пулса пырать. Çапла вара çын сисмесĕрех никотин серепине çакланать. Пирус туртма пăрахма шут тытсан, темиçе вăхăт хушши туртмасан çынна тем çитмен пек туйăнать, çывăрайми пулать, тарăхма пуçлать. Черетлĕ пирус туртса яни кăна çынна лăпланма пулăшать. Туртакансенчен нумайăшĕ туртма пăрахасшăн. Анчах та хăйсем тĕллĕн туртма пăрахакансем питĕ сахал. Çакна палăртмалла, пирус серепине çакланма питĕ çăмăл, унтан хăтăлма — питĕ йывăр.
Пирус хăйĕн серепине çаклатнисĕр пуçне тата сывлăха питĕ сиен кÿрет. Кашни пирус туртмассерен тĕтĕмпе пĕрле тĕрлĕ сиенлĕ япаласем организмра пухăнса пырса шалти органсене амантаççĕ. Нумайăшĕн чĕрепе юн тымарĕн, вар-хырăм чирĕсем пуçланса каяççĕ. Туртакансем ытларах инсультпа, чĕрен инфаркчĕпе аптраççĕ. Сывлăш органĕсен рак чирĕпе чирлекенсенчен 80 проценчĕ таран — пирус туртакансем.
Тата çакна палăртса хăвармалла, юлашки çулсенче тата тĕрлĕ электронлă сигаретсем анлăн сарăлчĕç. Табак кăларакан компанисем нумайрах сутса тупăш илес тесе электронлă сигаретсемпе вейпсем сиенсĕр, вĕсем пирус туртма пăрахма та пулăшаççĕ тесе анлăн реклама сараççĕ. Çамрăксене, хĕрсене туртма илĕртес тесе электронлă сигаретсен шĕвекĕсене тĕрлĕ тутлă шăршăллă хутăшсем хушаççĕ. Çапла майпа çак хатĕрсемпе уйрăмах çамрăксем анлăн усă кураççĕ.
Чылай çĕршыври ученăйсем электронлă сигаретсемпе вейпсем те çын сывлăхĕшĕн хăрушă пулнине çирĕплетеççĕ. Электронлă сигаретăн шĕвекĕнчи хими хутăшĕсем пĕрмай организма кĕрсе тăрсан тĕрлĕ чирсене пуçарса яма пултараççĕ, çав шутра усал шыçă, ÿпке тата чĕре чирĕсене. Электрон сигаретсенчи формальдегид, акролеин çыннăн клеткинчи ДНК-на сиенлесе тĕрлĕ мутацисем патне илсе çитернине тупса палăртнă. Çакăн пирки вара ăрура сывă мар ачасем çуралма пултараççĕ. Çултан çул электронлă сигаретсем сиенлĕ пулнине çирĕплетекен наука тĕпчевĕсем нумайлансах пыраççĕ.
Яланах асра тытмалла, сиенсĕр сигаретсем пулмаççĕ. Сывлăха укçа парса илме май çук, çавăнпа кашни çыннăн ăна хăйĕн упрама тăрăшмалла.
Елена ЕГОРОВА,
республикăри общество сывлăхĕпе медицина профилактикин, сиплев физкультурипе
спорт медицинин центрĕн тухтăрĕ
