Пĕчĕк çыннăн – пĕчĕк ĕç, пысăк çыннăн – пысăк ĕç. Пĕрле ĕçленĕ чух тĕллевĕ пурпĕрех пĕр пулмалла! Тĕрĕс утсан, çитес тенĕ çĕре йĕркеллех çитме пулать. Пурнăç тытăмĕ çапла. Çакна лайăхах пĕлсе ÿснĕ эпир. Халĕ 70 çула та çитрĕм, калас тенине калама юрать апла.
Пурнăç утăмĕ тăван килтен пуçланать. Çывăх çынсемпе килĕшÿре пурăнмалла, юрату та çавах, тенĕ пире. Яланах çапла пулмалла та. Вĕренÿре те, пур ĕçре те маттур пулмалла, тенĕ тата. Пуçпа шухăшлама пĕлни питĕ кирлĕ. Ÿссе пынăçем хамăрах ăнланса пынă ăна. Тăван кил, тăван тавралăх – тăван çĕр çинче. Шывсăр пурнăç çук тетпĕр-çке, çавăнпа çĕрпе шыва пĕрлештерсе ÇĔРШЫВ тетпĕр. Тăван çĕршыв пирĕншĕн чи хакли! Çакна лайăх ăнланакан çынна патриот пулмалла сан тесе калама кирлĕ те мар. Каламасăрах ПАТРИОТ пулса тăрать вăл капла!
Пурте çапла мар çав. Калани кирлех, вĕрентÿ те кирлĕ. Шкул ытларах ĕçлет çак енпе. Кăтарту та, тĕслĕхсем те нумай унта. Вĕсенчен чи палли – «Зарница» çарпа патриотлăх вăййисем. Çитĕнсе пыракан ачасене чăнах та малалла туртаççĕ вĕсем. Тумтирĕ мĕне тăрать тата, халех медаль çакас килет ун çине! Анчах та тÿрех калатăп – патриотизма тум урлă курмалла мар. Хамăр ăшра, чунра пулмалла вăл! Çак туйăм пулмасан патриот тени ик-виçĕ кунлăха кăна пырĕ. Пире вăл яланлăхах кирлĕ.
Вĕрентÿ тытăмĕнче ытларах ĕçленипе шкул пиркиех калаçас килет ман. Çак сăмаха та Светлана Васильевна Романова ĕçĕ пирки калас тесе пуçланăччĕ. Кĕлкеш шкулĕнче ĕçлет вăл. Педагогика наукисен кандидачĕ. Унăн пултарулăхне çакă ят та лайăх кăтартать. Уроксем кăна пани сахал уншăн. Чăнах та питĕ пултаруллă вăл, çавăнпах ăна Раççей те пĕлет темелле. Пысăк шайра ирттернĕ мероприятисенче хутшăнсах тăрать-çке! Çĕнтерÿсем те пулсах пыраççĕ, çавăнпа наградăсем те питĕ нумай. Каласа тухас пулсан, çак хаçатра ун валли вырăн та çитеймĕ. Темле пулсан та, хăш-пĕрисене кăтартмаллах.
Акă вĕсем: Обладатель гранта Президента РФ /2007, 2022\, Обладатель гранта Президента Чувашии /2010\, награждена медалью «За вклад в народную педагогику» Этнопедагогического фонда им. Академика Г.Н. Волкова. Она является призером Республиканской премии «Золотой фонд Чувашии», также является победителем Республиканской премии «За нравственный подвиг учителя». /Çаксене вырăсла çырнăшăн каçарăр, хамăр чĕлхе çине куçарсан сире ăнланма йывăр пулĕ терĕм.\
Йĕрке туса пырса тĕп калаçу патне те çитрĕмĕр. Çĕнĕ кĕнеке уявĕ вăл! Эсир пĕлетĕр ĕнтĕ, Светлана Васильевна çырсах тăрать. Çыру ĕçĕ те анлă унăн, ытларахăшĕ – вĕрентÿ ĕçĕнче вăй хуракансене пулăшу памалли. Халь вара икĕ пысăк кĕнеке пичетленсе тухрĕ унăн. Пĕри «Записки сельской учительницы» ятли, кăшт маларах тухнăччĕ. Вĕр-çĕнни – «ЭХО ВЕЛИКОЙ ПОБЕДЫ. Патриотизм: вчера и сегодня». 527 страница унта! Питĕ пуян, çавăнпа хăйне евĕр энциклопеди теме юрать. Кĕнеке ăшĕнчи музей тесен те тĕрĕс пулĕ. Ăна курах пуль, хак парас калаçу та музейре пулчĕ. Кĕлкеш шкулĕн пĕр пÿлĕмĕнче майлашнă вăл. 2003 çултанпа ĕçлет, пин ытла экспонат тупса вырнаçтарнă унта. Ячĕ те пур. Вăрçă ветеранĕ, шкул ĕçĕнче 40 çул вăй хунă Николай Афанасьевич Афанасьев ячĕллĕ вăл. Светлана Романовăн пултарулăхĕ пысăк терĕмĕр, çак музейри пĕтĕм ĕç те унăн алли витĕр тухнă. Çĕр çывăрмасăр ĕçлесен те пĕччен çавăн чухлĕ ĕç туса пĕтерейрес çук, çавăнпах шкул ачисем те пулăшсах тăраççĕ. Пĕр туслă çемье пек пулса тăнă вĕсем.
Çыру пуçламăшĕнче – пур ĕçе те шухăшласа тумалла тенĕччĕ. Пирĕн герой та çаплах. Кĕнеке уявне хăй туса хунă музейре Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунĕнче тусан тĕрĕс терĕ. Май уйăхĕн 18-мĕшĕнче вăл. Ытларахăшĕ, эпир, Вăрмар тăрăхĕнчи краеведсем пултăмăр унта. Сăмах пирĕн хушăра чи хакли. Кашнинех салам сăмахĕ пулчĕ, ырлассипе мухтассине пурте хăйне майлă çавăрттарчĕ. Чунпа калакан сăмах çапла тухать. Патриотизм темипе пулчĕ çак уяв. Ветерансем те пĕрле пулсан ун хакĕ ÿсет. Çапла пулчĕ те. Çар тумĕпе çÿрекен ветерансем хаваспах килчĕç. Кирлĕ сăмахсем каларĕç, музее парнесемпе пуянлатрĕç. Мирлĕ пурнăçах килĕшет пире, ăна пĕтĕмпех курса халăха калакансем, журналистсем паллах. Вĕсен йышĕнчи Марина Карягина ĕçлерĕ кунта, репортаж тумалли материал пухрĕ. Телевизор куракансем тата интернетпа туслисем пĕлеççĕ, паха мероприятисене Олег Цыпленков çутатсах пырать. Хальхинче пире кăмăлларĕ вăл. «Кĕлкешри кĕнеке куравĕ» ятлă видеофильм туса кăларчĕ. Курма пултаратăр.
Çакна та каламасăр хăварма юрамасть. Хуçине кура – япали теççĕ. Шкул çурчĕ те, тавралăхĕ те пысăк тасалăхра. Класс пÿлĕмĕсенче кăна мар, коридорсенче те çап-çутă, çапла пулнипе урамри пек ирĕкре туятăн хăвна. Шкула кĕме кăмăллă. Вырăнти пуçлăхсем хисеп мĕнне пĕлни те кăмăла кайрĕ. Директор та, профсоюз пуçлăхĕ те ячĕшĕн кăна мар пулчĕç пирĕнпе. Тимлĕхĕ пысăк пулчĕ вĕсен. Чăвашăн ырă йĕрки çапла. Шел, хальччен пулман эпĕ унта, Кĕлкеш шкулĕ чăн-чăн чăвашлăх вырăнĕ пек туйăнать халь. Пурте пĕрле пĕр ĕç тума пĕлеççĕ, çакă вăл – чăн пурнăç! Хаклас пулать ăна. Светлана Васильевнăн вĕрентÿ тытăмĕнчи ĕçне те тивĕçлипе хакламалла! Малашлăхра «халăх учителĕ», «тава тивĕçлĕ учитель» ятсене илмелли çын вăл. Ăна валли ĕçĕсем çителĕклех унăн! Пахалăхĕ те пур. Вăрмар тăрăхĕшĕн те курăмлă утăм пулĕ ку. Пĕлнипе калатăп, питĕ пултаруллă çынсене те пулăшу кирлĕ, май килнĕ таран туртас пулать вĕсене. Пысăк ятсемпе киленсе лармасть капла çын, тата вăйлăрах ĕçлесе ыттисене мала туртать. Çак кăтартури ят хăйне май шкула та, района та çĕкленĕ пулĕччĕ. Пурнăçланасса шанас килет.
Юрий ПЕТРОВ /Сантус-Ара/, РФ çутĕç отличникĕ, Чăваш халăх академикĕ
