Хваттер хуçисене укçа тавăрса панă
Правительство çуртĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Олег Николин ертсе пынипе потребительсен прависене хÿтĕлекен координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх /ЖКХ\ пулăшăвне лайăхлатассине сÿтсе явнă. ЖКХ сферинче потребительсен правине пăснине ЧР Пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕ тупса палăртнă. Кăçалхи 3 уйăхра кăна управляющи компанисем тата пурăнмалли çурт-йĕр харпăрçисен пĕрлешĕвĕсем ЖКХ укçи тĕрĕс мар шутласа панăран хваттер хуçисене 1 миллион та 172 пин тенкĕ тавăрса панă.
Республика кунĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Республика кунне уявлас йĕркене улшăнусем кĕртессине пĕлтернĕ. Ку вăл хăрушсăрлăхпа çыхăннă. Регион руководителĕ палăртнă тăрăх, Чăваш Республикинче пурăнакансен тата Чăваш Ен хăнисен хăрушсăрлăхĕпе лăпкăлăхĕ тĕп вырăнта. Çапла Шупашкарти Хĕрлĕ площадьри уяв концерчĕ çăлтăрсене чĕнмесĕр иртĕ — ăна республикăри чи лайăх коллективсем хатĕрлĕç. Олег Николаев уяв йăласемпе килĕшÿллĕн иртессе пĕлтернĕ, мĕншĕн тесен чăн-чăн Акатуй яланах тăван кил, тăван çĕр праçникĕ пулнă.
Укçа-тенкĕ уйăраççĕ
Вĕрентÿ тытăмне аталантарма тата тивĕçлĕ шайра тытма республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрсах тăраççĕ.
Акă сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 15 шкула юсаса пĕтермелле, 21-шĕнче ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вĕрентÿ ĕçĕ-хĕлĕ пуçланĕ. Икĕ учрежденире юсавпа çыхăннă ĕçсем 2027 çула куçаççĕ. ЧР вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, вĕрентÿ заведенийĕсене сĕтел-пуканпа, оборудованипе, ытти хатĕрпе тивĕçтерме 294 миллион тенкĕ уйăрнă. Пĕр шкулăн пурлăхпа техника никĕсне вăтамран 8,2 миллион тенкĕлĕх пуянлатмалла.
15 пин гектар ĕçе кĕртмелле
Чăваш Республикин 2035 çулчченхи социаллă тата экономика аталанăвĕн Стратегийĕнче палăртнă тăрăх, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе тухăçлă усă курмалла, пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелле. ЧР ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртни пирки каласа панă май республикăра ун пекки 81 пин ытла гектар шутланнине пĕлтернĕ. Çак шутран пысăк пайĕ — харпăрлăхрисем тата тара илнисем. Хуçисем тĕллевлĕн усă курманран вĕсене хыт хура пуснă. Кăçал, министр палăртнă тăрăх, 15 пин ытла гектара ĕçе кĕртмелле.
Туслăх малти вырăнта
Чăваш Республикинчи Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ тата Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ шайĕнче Арапуçĕнчи ваттисен çуртĕнче уяв мероприятийĕ иртнĕ. Ăна Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Вăрмарти организацийĕн председателĕ Эмма Борисова йĕркеленĕ. Мероприяти вăхăтĕнче «Парне» фольклор» ансамблĕ ватăсене концертпа савăнтарнă, чăваш, вырăс юррисене шăрантарнă. Вăрмарти тĕп библиотека ĕçченĕ Римма Иванова пухăннисене тĕрлĕ кĕнекесемпе паллаштарнă. Тĕлпулу ватăсен чунĕсенче ăшă туйăмсем хăварнă.
Интернетри навигаци
Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен центрăн ватăсемпе инвалидсене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен стационар уйрăмĕнче Татьяна Ефимова социаллă работник ватăсемпе «Интернетри навигаци тата информаци шыравĕ» темăпа заняти ирттернĕ, вĕсен компьютер пĕлÿлĕхне анлăлатнă. Занятинче ватăсем интернетпа хăрушсăр тата эффективлă усă курма хăнăхнă, шырав тытăмĕпе, интернет-ресурссемпе усă курма вĕреннĕ. Сетьри хăрушсăрлăха, тĕрĕс мар информацирен пăрăнассине пысăк тимлĕх уйăрнă. Ватăсем практика заданийĕсене кăсăклансах пурнăçланă, хăйсен ыйтăвĕсем çине хуравсем илнĕ. Заняти вĕсен цифра пĕлÿлĕхне аталантарма пулăшнă.
Çемье — чи пĕлтерĕшли!
Хĕрлĕçырти клубра çемье темине халалласа çавра сĕтел иртнĕ. Тĕлпулăва хутшăнакансем çемье çын пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăнни, пĕр-пĕрне яланах пулăшмалли, ăшă хутшăнусене упрамалли çинчен калаçнă. Кашни хăйĕн историйĕпе паллаштарнă, çемьери ăруран ăрăва куçакан йăласемпе хаклăхсем пирки каласа панă. Хисеп, юрату, пулăшу ыйтăвĕсене тимлĕх уйăрнă, мĕншĕн тесен çирĕп тата туслă çемье çак принципсем çинче никĕсленет.
Финанс тĕнчипе паллашнă
Вăрмарти тĕп библиотека ĕçченĕсем Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта хÿтлĕх тупнă ачасемпе «Финанс тĕнчинчи çулçÿрев» темăпа пĕлÿ сехечĕ ирттернĕ. Центр воспитанникĕсем финанс тĕнчипе паллашнă, экономикăпа çыхăннă ăнлавсене ăса хывнă, финанс воспитанийĕ тата çутĕç енĕпе усăллă информаци илнĕ. Пĕлĕве çирĕплетме конкурссем иртнĕ: «Укçапа мĕн туянма пулать», «Укçа пуçтарап, унтан туянап», «Тĕрĕс — тĕрĕс мар». Ачасем конкурссене хаваспах хутшăннă.
Субботнике хутшăннă
Май уйăхĕ вĕçленет. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çак уйăхра Вăрмар округĕнче субботниксем иртнĕ. Акă Мăнçырма шкулĕ Пĕтĕм Раççейри «Пурте пĕрле тĕнчене тасарах тата илемлĕрех тăватпăр» субботнике хутшăннă. Вĕренекенсем, педагогсем, шкул ĕçченĕсем алла кĕреплесем, шăпăрсем, михĕсем тытса шкул çумĕнчи территорине тасатса тухнă. Çакăн пек субботниксене хутшăнни шкул ачисене тăван тавралăхшăн, унăн тасалăхĕшĕн яваплă пулма, коллективра ĕçлеме хăнăхтарать.
Цифра тенки
Чăваш Ен Чулхулара иртнĕ эксперт сессине хутшăннă, цифра тенкине ĕçе кĕртес тĕлĕшпе пухнă опытпа паллаштарнă.
«Пирĕншĕн цифра тенки – регионăн цифра трансформацийĕн комплекслă стратегийĕн пĕр пайĕ. Пирĕн тĕллев - çынпа патшалăх хутшăнăвĕсене меллĕ, уçă тата шанчăклă, патшалăх управленийĕн тытăмне ăнăçлăрах тăвасси», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. 2025 çул пуçламăшĕнчех республика сăнавлă регионсен йышне кĕнĕ, наци валютин цифра формипе бюджет ĕçĕ-хĕлĕнче усă курассине тĕрĕслесе пăхнă. Пĕрремĕш кăтартусем пур ĕнтĕ. Икĕ компани сĕт туса илмелли апат валли патшалăхăн субсидийĕ шучĕпе цифра тенкипе тÿленĕ. Малашне цифра тенкипе социаллă сферăра тата ял хуçалăхĕнче усă курасшăн. Нумай ачаллă çемьесем тÿлевсене цифра тенкипе илсе – шкул тата спорт форми, хуçалăхсем – лизингпа техника туянма пултарĕç.
Социаллă хÿтлĕх
Пирĕн республикăра хальхи вăхăтра нумай ачаллă 23,3 пин çын пурăнать. 2020 çултанпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕн йышăнăвĕсене пурнăçлас тĕллевпе регионти ачаллă çемьесене социаллă пулăшу кÿмелли мерăсен комплексне анлăлатсах пыраççĕ. Çĕнĕ 25 мера йышăннă. Тĕслĕхрен, 2023 çултанпа пирĕн республикăра кун çути курнă кашни ача «Эпĕ Чăваш Енре çуралнă» парне илет. Хальхи вăхăтра çемьесем федераци тата республикăри амăшĕн капиталне, çавăн пекех çĕр лаптăкĕ вырăнне сертификат илсе пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмашкăн пĕтĕмпе 1,4 миллион ытла тенкĕ яма пултараççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче ача çуралассине ÿстерес тата пепкеллĕ çемьесене пулăшас ĕçе малалла тăсни питĕ пĕлтерĕшлине палăртнăччĕ. Çакна шута илсе Правительство 2025 çулта пулăшу мерисене татах анлăлатнă. Тĕслĕхрен, ача кĕтекен студенткăсем пĕр хутчен 100 пин тенкĕлĕх тÿлев илме пултараççĕ. 35 çула çитмен çамрăк çемьесем виççĕмĕш тата ун хыççăнхи пепке çуралсан 300 пин тенке тивĕçеççĕ.
Туристсене илĕртекен Мăкăр кĕперĕ
Мăкăр кĕперĕ Шупашкартан 97 çухрăмра вырнаçнă. Канаш тăрăхĕнче 1914-1918-мĕш çулсенче тунăскер çав тапхăрта пысăкăшĕпе Европăра 2-мĕш шутланнă. Чукун çул пек ăна 1986-мĕш çулччен усă курнă. Кĕпер тăршшĕ – 360 метр, çÿллĕш – 34. Паян ку вырăнтан туристсем татăлмаççĕ.
Çурçĕр утти – сывлăхшăн усăллă
Шупашкарта ĕç коллективĕсенче çурçĕр /скандинави/ утти меслечĕпе сывлăха çирĕплетме вĕрентнĕ. Çак мелпе харăсах кĕлеткен 90 проценчĕ хускалать. Çурçĕр утти çамрăксемшĕн те, аслă ăрурисемшĕн те усăллă. «Сывлăхлă пуласлăх» парти проекчĕпе килĕшÿллĕн малашне те ăсталăх сехечĕсем ирттерме палăртнă.
Проект кăçал та ĕçлĕ
Республикăра пурăнакансем ыйтнипе тухтăрсем çу каçипех халăх патне тухса çÿрĕç. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев РФ Патшалăх Думин депутачĕпе Алла Салаевăпа «Единая Россия» парти проектне малалла епле пурнăçлассине сÿтсе явнă. Кăçал куçса çÿрекен пунктсем çумне «Кардиопуйăссем», ача-пăча тухтăр бригадисем хушăнĕç. Аякри ялсенче пурăнакансемпе ĕç коллективĕсене – уйрăм тимлĕх. Пĕлтĕр медицина ĕçченĕсем 69 пин çын сывлăхне тĕрĕсленĕ. Чылайăшĕн тĕрлĕ чир аталанма пуçлани шăпах тухтăрпа тĕл пулсан палăрнă. Кăçал «Сывлăх патне утăм» проект июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче ĕçлеме пуçлать.
Самар облаÇĕнче чăваш халăх ташши кĕрленĕ
Иртнĕ кунсенче Самар облаçĕнче чăваш халăх ташшин облаçри конкурсĕ иртнĕ. Ăна Пушкăрт Республикин халăх артистне Н.И. Осипова халалласа йĕркеленĕ.
Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕнче иртнĕ çак уява Похвиçнĕ, Клевлĕ, Шунтал тата Чаллăпуç районĕсенчи 18 ушкăн хутшăннă. Самара тата Шупашкар хулисенчен уйрăм юрăçсем килнĕ. Пурĕ 70 ытла çын хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă.
Конкурса чăвашсен «Пехил» обществи, Халăхсен туслăх çурчĕ пулăшнипе ирттернĕ. Хутшăннă пур çынна та дипломсемпе призсем панă. Шунтал районĕнчи «Зорюшка» ансамбль пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ.
«Раççей симĕс ылтăнĕ» фестиваль иртет
Июль уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа август уйăхĕн 1-мĕшĕччен Шупашкарта «Раççей симĕс ылтăнĕ» фестиваль иртет. Çак мероприяти Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программипе килĕшÿллĕн иртет. Уявра яланхиллех хăмларан вĕретнĕ тĕрлĕ сĕткен тутанса курма пулĕ.
Ачаллĕ çемьесене тĕрлĕ енлĕ пулăшаççĕ
Пирĕн республикăра демографи лару-тăрăвне витĕм кÿме нумай ачаллă çемьесене тĕрлĕ енлĕн пулăшаççĕ. Çак шутра: виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ача çуралсан республикăри амăшĕн капиталне параççĕ; тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ е ун вырăнне 250 пин тенкĕ параççĕ; виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ача çуралсан пĕр хутчен паракан тÿлевпе тивĕçтереççĕ; ачасене шкул умĕнхи учрежденисене чи малтан йышăнаççĕ; садике çÿренĕшĕн ашшĕ-амăшĕ тÿлекен укçан пĕр пайне саплаштараççĕ; шкул ачисене тÿлевсĕр апатлантараççĕ; вĕрентÿ заведенине çÿреме шкул тата спорт формипе тивĕçтермешкĕн çулталăкра пĕр хутчен укçа параççĕ /сахал тупăшлисене/; физкультурăпа спорт организацийĕсене çÿренĕ чухне çăмăллăхпа тивĕçтереççĕ; вăтам е аслă професси пĕлĕвĕ илекен пĕр ачан вĕренĕвĕшĕн тÿлекен хака 50 процент таран саплаштараççĕ; пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме субсиди уйăраççĕ; çăмăл автомобильшĕн /двигатель хăвачĕ 150 лаша вăйĕ таран/ транспорт налукĕ тÿлесрен хăтараççĕ; республикăри патшалăх музейĕсене тата куравсене уйăхра пĕр кун тÿлевсĕр кĕме-курма ирĕк параççĕ тата ытти те.
Шупашкарта форум иртнĕ
Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри «Энергетикăри реле хÿтлĕхĕпе автоматизаци системисенчи çĕнĕ технологисем» наукăпа техника конференцине пĕтĕмлетнĕ. Форума Шупашкарта йĕркелени ăнсăртран мар: Раççей энергетикинче усă куракан реле хÿтлĕхĕн 60 проценчĕ – Чăваш Енре туса кăларнăскер. Конференцие хамăр çĕршыври компанисемсĕр пуçне Беларуç, Узбекистан, Кăркăсстан представителĕсем те хутшăннă. Курав хатĕрленĕ те – унта 57 предприяти хăйсен çĕнĕ технологисене тĕпе хуракан продукцийĕпе паллаштарнă. Пухăннисем энергетикăра, электротехника производствинче импорта хамăрăн технологисемпе, продукципе улăштарассипе, отрасле кадрсемпе тивĕçтерессипе, Раççей таварĕсен экспортне вăйлатассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
Кăтарту лайăхланнă
Чăваш Енре тухтăрсем çитменни - çивĕч ыйту. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене тÿрĕ эфирта хуравланă май республикăра кашни 10 пин çын пуçне 41 ытларах врач пулнине аса илтернĕ, пĕлтĕр вара çак кăтартăва палăрмаллах лайăхлатма пултарнă — 49,6 врача çитернĕ. «Çакă савăнтарать — ку ĕçе малашне татах та хастарлатăпăр», - шантарнă ЧР Пуçлăхĕ. Çак тĕллевпе республика шурă халатлă çынсен çăмăллăхĕсене анлăлатса пырать — ялсенче врачсен ĕç вырăнне çитмелли тăкакĕсене саплаштарни таранах.
