Кĕтеснерти Алентей паркĕнче паллă мероприяти пулчĕ. Ваттисем те, çамрăксем те, шкул ачисем те, яла килнĕ хăнасем те парка пухăнса ĕлĕк ялта ирттернĕ, ял историне кĕрсе юлнă çуллахи уявсем çинчен калаçрĕç. Сăмах ытларах Мăнçырма чиркĕвĕпе çыхăннă чиркÿ праçникĕ пирки пулчĕ.![]()
Уяв каçĕ культура çурчĕ çумĕнчи «Нарпи» ансамбль ял гимнне юрланипе пуçланчĕ. Светлана Скворцова уява уçнă май Мăнçырма чиркĕвĕн историйĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Чиркÿре кĕлĕсем ирттерме пулăшакан Семен Викторов чиркÿн паянхи ĕçĕ-хĕлĕ, Леонид атте священник çинчен каласа кăтартрĕ. Пурне те чиркĕве çÿреме чĕнсе каларĕ. Вырăнти таврапĕлÿçĕ Анатолий Иванов иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсенче Кĕтеснер ялĕнче чиркÿ праçникне мĕнле туса ирттернине сăнласа пачĕ. Кĕтеснерсем çак чиркÿ уявне Мăнçырмасем пекех Çимĕк иртсессĕнех хатĕрленме пуçланă, сăра вĕретнĕ, апат-çимĕç тунă. Уяв умĕнхи кунсенче кил-çурта типтерленĕ, картишне, пÿрт умĕнчи урама шăпăрпа шăлса тасатса хунă. Июлĕн 9-мĕшĕнче – праçник кунĕнче ирхине 9 сехет тĕлнелле кашни килтех апат-çимĕçпе тулнă сĕтелсем хăнасене кĕтсе илме хатĕр пулнă. Çак вăхăтра ватăсем чиркÿри ирхи кĕлĕрен тухса яла таврăннă. Часах ял урамĕсем те кÿршĕ ялсенчен килнĕ тăвансен лавĕсемпе тулма пуçланă.
Чиркÿ праçникĕ – ял уявĕ официаллă майпа вăрман хĕрринчи пысăк уçланкăра пуçланать. Кунта ĕçри çитĕнÿсене пĕтĕмлетеççĕ, ĕçре пысăк хастарлăх кăтартнисене премисем параççĕ. Яланхи пекех концертсем, спорт вăййисем пулса иртеççĕ. Вăрманта пуçланнă уяв çамрăксем пысăк вăйă картине тăрса алă çупса ташланипе вĕçленет. Халăх яла таврăнсассăн ĕçкĕ-çикĕ вăйланса каять. Кашни урамра тулли çын, ача-пăча шавласа чупса çÿрет. Пыл хурчĕсем чи нумай пыл пухнă вăхăтра кĕрленĕ пек ял кĕрлесе тăма пуçлать. Вăрçă чарăнни пилĕк çулсем кăначчĕ-ха. Вăрçăран таврăннă арçынсем унта та кунта пĕр-пĕринпе вăрçă кунĕсене, çапăçура пуçне хунă юлташĕсене хыттăн калаçса аса илетчĕç. Çак ял праçникĕсем савăнас шутпа кăна пулман. Вĕсем халăхăн йывăр вăрçă суранĕсене сиплеме пулăшнă. Паянхи Украинăри ятарлă çар операцийĕнче çапăçса пуçне хунисен шутĕнче пирĕн ентешсем те пур. Вĕсен ашшĕ-амăшĕсен, мăшăрĕсен, ачисен, тăванĕсен чун-чĕринче çак çухатусем, паллах, йывăр сурансем туса хăварчĕç. Ял халăхĕ вĕсен суранĕсене ăнланать. Ахальтен мар ĕнтĕ ял хастарĕсем салтаксем валли хÿтĕлев сеткисем çыхаççĕ, тĕрлĕ япаласем илме укçа пухаççĕ, салтаксем çĕнтерÿпе, сывах таврăнасса шанаççĕ. Вăрçăсенче пуçне хунă ентешсене аса илсе пухăннисем пĕр минут шăп тăрса ирттерчĕç.
Уявăн иккĕмĕш пайĕнче сăвăсен, юрăсен конкурсĕсем пулчĕç. Сăвăсен конкурсĕнче Елена Ларионова мала тухрĕ. Вăл Анна Ахматова çырнисене тата чăвашла сăвăсене вуласа савăнтарчĕ. Иккĕмĕш вырăна Çĕнĕ Шупашкартан килнĕ хăна Роза Захаревич хăй çырнă сăвва вуласа йышăнчĕ. Улттăмĕш класра вĕренекен Лера Казанцева та вĕсенчен юлмарĕ, юратнă сăввине витĕмлĕн каласа пачĕ. Юрăсен конкурсĕ Валентина Григорьева юрă ăсти «Сад пахчинчи сар чечекĕ» ятлă юрра юрланипе тата Анатолий Иванов чиркÿ праçникĕсенче халăх юрланă юрăсене юрласа аса илтернипе пуçланчĕ. Малти вырăна Маргарита Иванова тивĕçрĕ. Куракансем: «Маргарита Георгиевна мĕнлерех çепĕç юрлать вĕт-ха», — тесе тĕлĕнчĕç. Альбина Мрзукова тата Сăхăтпуçĕнчен килнĕ хăна Елена Яковлевна юрлани те куракансен кăмăлне çĕклерĕ. Çĕнтерÿçĕсем хаклă парнесене тивĕçрĕç. Юлашкинчен Галина Викторова куракансене вăйă картине чĕнсе кăларчĕ. Пурте пĕрле алăран-алла тытăнса юрăсем юрласа çаврăнчĕç, унтан такмак калакансем те, ташлакансем те пулчĕç.
Алентей паркĕ çулран-çул çĕкленсе, илемленсе пырать. Анчах та ăна пăхсах, тасатсах тăмалла. Çак ĕçе ытларах Юрий Ивановсен çемйи туса тăрать. Акă уяв умĕнхи кунсенче паркри курăка Александр Иванов çулса тасатрĕ. Ăна пулăшса сад тавра ÿсекен курăксене Роберт Иванов тата культура ĕçченĕсем çулса пачĕç. Парк çумĕнчи тăкăрлăка Валентинăпа Олег хастарсем çулса тирпейлерĕç. Уява çÿллĕ шая Светлана Скворцова ертсе пыракан тата «Нарпи» ансамбль çĕклерĕç. Вĕсем уява тĕплĕн хатĕрленнĕ. Çавăн пекех уяв каçне ирттерме ялти ырă çынсем Геннадий Владимиров, Татьяна Иванова, Николай Андреев тата Анатолий Иванов спонсорсем пулса пулăшрĕç. Шел, вĕсенчен нумайăшĕ уява хутшăнаймарĕ. Уява килеймерĕç парка пуçласа яракансем Нина Васильевнăпа Валерий Васильевич. Пухăннисем пĕр шухăшлă пулса çÿлерех асăннă юлташсене чĕререн тав турĕç. Уяв вĕçленсессĕн те пухăннисенчен нумайăшĕ килелле утма васкамарĕ-ха. Вĕсем садри саксем çине ларса нумайччен çуллахи уявсене аса илчĕç. Малашне те çак чаплă садра май килнĕ таран пухăнма калаçса татăлчĕç.
Анатолий ЯКОВЛЕВ
