«Уйран кĕрсен – уявла!» — теме юрать çурхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăнхи уяв пирки. Акатуй ятлă вăл пирĕнте. Савăнăçĕ пысăк паллах. Çĕнĕ тырпул кĕтмелли кăна юлать-çке.
Кам мĕнле пултарать, çапла уявлатпăр ăна. Пĕр йĕрки кăна улшăнусăр пырать: хăна чĕнетпĕр, кĕтсе илетпĕр. Вĕсен хушшинче чи йышли – кÿршĕсем. Тĕрлĕрен пулаççĕ вĕсем. Юнашарах пурăнакансене «кÿршĕсем» тенине пурте пĕлетпĕр. Кÿршĕ ял çынни тесен те ăнланмалла. Çывăхра пурăннипе кăна мар, пĕр-пĕрин патне туртăм пысăккипе тăванран та хаклăрах тетпĕр хăшĕсене.
Шухăшпа аяккарах кайсан — унта та пирĕн çын пурăнать. Çумри республикăрисемпе облаçрисем пирки калатăп. Çав тăрăхрисенчен чылайăшне «Аякри çывăх çын!» тесе калас килет ман. Анчах та тĕлĕнме ан васкăр. Сăмах пĕлтерĕшĕсем тăрăх кайсан, çапла калани майлах мар пек. Туллин пăхсан, тĕрĕсех. Çын хакне ăçта пурăннипе мар, мĕнле пурăннине кура памалла. Çапла, çывăх çын та чуншăн аякра пулма пултарать, çавăн пекех – аякра пурăнакан çын та пирĕншĕн тем пек хаклă пулса тăрать.
Чăваш ятне типтерлĕ упракансене мала хумалла кунта. Пĕр чĕлхеллĕскерсен туслăхрах пурăнмалла. Аваллăхра пĕрле пурăнакан халăхах пулнă-çке! Ытти халăх çынни «булгары» тенĕ вĕсене. Питĕ вăйлă халăх пулнă вăл. Чаплă пурăннă. Паллах, уявĕсене те çÿллĕ шайра туса ирттернĕ. Тÿрех калатăп, ун пеккине халь те курма пулать. Кăçалхипе пиллĕкмĕш хут пулчĕ вăл. Чăвашра мар, Тутар Республикинче ларакан Сиктĕрме ятлă ялта йĕркелесе тăваççĕ çак уява. Аякра теме те, çывăх теме те юрать ăна. Атăл урлă каçмаллине те шута илмелле. Унта çитме, çухрăм тăршшĕпе шутласан, Шупашкара кайса килнĕ пек кăна. Тахçанхи пирки калаймастăп та, хальхи вăхăтра пирĕн çын çÿресех тăрать унта. Чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн тăван ялĕ пулнипе ытларах палăракан пулнă вăл. Хальхи вăхăтра вăйлă ял пулса тăчĕ. Иван Иванович Казанковăн ĕçĕ ку. Вăл та çак ялта çуралса ÿснĕ. Эпир ăна тĕнчипех паллă «Звениговский» комплекс йĕркелесе яраканĕ тесен лайăхрах пĕлетпĕр. Тутарта вăл – «Председатель Совета старейшин чуваш Республики Татарстан».
Иван Иванович тăрăшуллă пулнипе уявĕсем те чаплă пулса пыраççĕ! Сценăсен шучĕ те çиччĕ таранах! Уява хутшăнакансен шутне пĕлеес те çук. Питĕ нумай, таçтан та килеççĕ. Кăçалхи уява, акă, хĕрĕх ытла регионтан килнĕ терĕç. Кураççĕ кăна мар, хăйсен пултарулăхне те кăтартма юратаççĕ. Вырăнĕ çителĕклех.
Тем тĕрлĕ музей те пур. Вĕсен пĕрлĕхĕ «Çĕнĕ Сувар» ятлă. Туризм комплексĕ теççĕ ăна. Çын ĕçĕ те пĕтĕмĕшле курăнать кунта. Пĕр сăмахпа каласан, «хăйне евĕр пĕр çĕршыв» тесен те тĕрĕсех пулĕ. Ун пирки питĕ нумай каласан та çителĕклĕ пулаймĕ. Çитсех курмалла унта! Илтнипе курнине чун витĕр кăлармалла. Пĕрре курнă хыççăн татах кайса курас килĕ. Хальхинче манăн та унта пулса курма тÿр килнĕшĕн питĕ савăнатăп. Чăваш наци академи пайташĕ пулнă май, вĕсемпе пĕрле пултăм. Калаçура хамăра кăтартма уçă микрофонлă сцена пачĕç пире. Манăн унта сăвă йĕркипе çырса хатĕрленĕ сăмах пулчĕ. Йĕркесен йышĕнче çĕнĕ каларăшсем те пур — вĕсем малашне пирĕн чĕлхере хăйсен вырăнне йышăнасса шанас килет.
Çĕн тĕрĕлли — çĕнтерÿллĕ!
— Эпир пулнă, пур, пулатпăр! —
Тенĕ Хусанкай.
— Çак çулпа тÿрех пыратпăр, —
Тетпĕр халь пĕрмай.
Пулни – паллă, пур пуласлăх,
Халĕ эпир пур.
Çĕн тĕрĕллĕ халь ман халăх!
Курман пулсан – кур.
— Çĕн тĕрĕлли – çĕнтерÿллĕ, —
Теççĕ халăхра.
Ăна валли мĕнпур кирли —
Çирĕп алăра.
Ăнлансамăр, çĕнтеретпĕр
Эпир хамăра.
Çукран ялан пур тăватпăр
Тĕрĕс утăмра.
Çапла пулнă несĕлсем те,
Чăнахах, ара.
Мĕн каласси... Халь эпир те
Тĕнчере шутра!
Тÿр каласан, пур çĕрте те
Чăваш ырăра.
Ырлăх ăшне пурлăх кĕртсе...
Çÿрет çÿл шайра!
Ĕçне кура несĕлсене
Питĕ пысăк тав!
Хусанкайпа Казанкова
Çичĕ тĕслĕ тав!
Юрий ПЕТРОВ Сантус-Ара,
Пăлхар-Чăваш турханĕ, Чăваш наци культурин халăх писателĕ
