Пысăк Енккасси ялĕнче ĕç вĕресе тăрать. Кунта паянхи пурнăçпа тан пыракан пушар деповĕн строительстви пырать. Ку объект — ахаль çурт кăна мар пулĕ. Ку пĕрлĕхре пулса хамăрăн тăван тăрăхшăн тăрăшнин чăн-чăн ырă тĕслĕхĕ. Пушар деповне «НИМЕ — Халăх бюджечĕ» программăпа хăпартаççĕ. Çак ырă ĕçе Пысăк Енккасси, Энтрияль, Пинер, Аслă Чак ял тăрăхĕсенче пурăнакансен вăйĕпе пурнăçлаççĕ.
Пысăк Енккассинчи территори пайĕн начальникĕ Ольга Николаевна Михайлова халăхпа пĕр чĕлхе тупса ялсен аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕçлет. Халăхран укçа пуçтарса пысăк ĕç пурнăçласси ансат мар. Чылай яваплă çынсемпе калаçмалла, татăлмалла, документсем хатĕрлемелле, сроксене ĕлкĕртмелле тата ытти те. «Пархатарлă ĕçе пурнăçлама кашни хуçалăхран пĕчĕкшерĕн пуçтарăнакан укçа-тенкĕ пысăк тĕллеве вăя кĕртме май парать», - тет Пысăк Енккассиничи территори пайĕн начальникĕ Ольга Николаевна.
Пысăк Енккасси ялĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн мерисене пăхăнмалли çĕнĕ объект строительствин проекчĕн пĕтĕмĕшле хакĕ – 8 миллион тенкĕрен те ытларах. Çак суммăран 20 процентне — 1 миллион та 664 пин тенкине халăхран пуçтарнă. Республика бюджетĕнчен 4 миллион та 700 пин тенкĕ ытла, район бюджетĕнчен — 1 миллион та 914 пин тенкĕ ытла уйăрнă. Депона Шупашкарти «Альбатрос» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем хăпартаççĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсен строительство ĕçĕсене вĕçлесе ĕлкĕрмелле. Пушар деповне çĕнĕ пушар машинипе тивĕçтерĕç, çавăн пекех 5 ĕç вырăнĕ йĕркелеме палăртнă – 5 водитель пулĕ, вĕсенчен пĕри – асли пулĕ.
Пушар деповĕн строительстви валли укçа-тенкĕ пуçтарас ĕç малаллах пырать-ха. Çак ырă ĕçе хутшăнма кăмăл пуррисем халĕ те укçа-тенкĕ парса пулăшма пултараççĕ.
«Пĕрле пулсан, эпир вăйлă!», — тет Пысăк Енккассинчи территори пайĕн начальникĕ Ольга Николаевна.
Эвелина МИХАЙЛОВА
