IMG 7572

🙏Паян Вăрмар поселокĕнчи Культура çуртĕнче йăлана кĕнĕ «Мăнкун Савăнăçĕ» тĕн юррисен XIV-мĕш фестивалĕ иртрĕ.

💬Савăнăçлă уява хатĕрленсе фойере Мăнкун темипе çыхăнтарса ăсталанă япаласен куравне йĕркеленĕ. Фестиваль пурте пĕрле Иисус Христосăн Çутă Чĕрĕлĕвне мухтаса тропарь юрланинчен пуçланчĕ. Залра ларакансене Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕн — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Виктор Павлов, Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей, Пăртасри чиркÿ настоятелĕ Иоанн Степанов протоиерей, Шăхальти чиркÿ настоятелĕ Евгений Филиппов иерей саламларĕç. Мăнкун — православи тĕнне ĕненекенсемшĕн тĕп уяв пулнине, православи культури ырă ĕçсем тăвассипе çыхăннине, çакăн евĕр мероприятисем çынсен чĕрисенчи туйăмсене хускатса пĕр-пĕрне пулăшма, чун ăшшине парнелеме хистенине палăртрĕç.

👏Унтан округри ача сачĕсен, шкулсен, ача-пăча искусство шкулĕн, Мăнçырмари чиркÿ çумĕнчи вырсарни шкулĕн коллективĕсем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухса хăйсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, юрăсем юрларĕç, ташларĕç, сăвă каларĕç. Тăрăшулăхпа хастарлăхшăн кашни коллектива тĕрлĕ номинацисенче палăртса дипломсемпе чысларĕç, пылак парнесем парса савăнтарчĕç.

❤«Христос чĕрĕлнĕ! — Чăн-чăнах та чĕрĕлнĕ!» — илтĕнсе тăчĕ мероприяти тăршшĕпех.

 

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика