Хаклă ентешĕмĕрсем!
Сире Раççей кунĕпе саламлатăп!
Июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче эпир пĕтĕм çĕршывпа пĕрле патшалăхăн пĕлтерĕшлĕ уявне паллă тăватпăр. Раççей Федерацийĕн патшалăх суверенитечĕ пирки калакан Декларацие йышăнни пирĕн обществăн демократи аталанăвне пуçарса ячĕ. Çак кун çирĕплетнĕ уяв пирĕн çĕршывăн никама пăхăнманлăхĕн тата наци пĕрлĕхĕн символĕ пулса тăчĕ.
Раççей пуласлăхĕ эпир Тăван çĕршыва юратнинчен, унăн шăпишĕн яваплăха туйнинчен, пĕр шухăшлă тата çирĕп тĕллевлĕ пулнинчен килет. Эпир пĕрле çеç, вăйсене пĕрлештерсе, кирек мĕнле йывăрлăха та чăтса ирттерме, хамăр умра тăракан тĕллевсене татса пама, кашнин пурнăçне ырă еннелле улăштарма пултаратпăр.
Сире ырлăх-сывлăх тата телей, вăй-хăват тата çĕнĕ ĕçсемпе çитĕнÿсем тума хавхалану сунатăп.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев.