«Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕ тата ЧР Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви пулас экологсем валли тухса çÿрекен уроксен циклне хута янă. Çакăн пек уроксем теорине практикăпа пуянлатма, тĕрлĕ производствăсемпе паллашма пулăшаççĕ.
Шупашкарти электромеханика колледжĕн студенчĕсем хулари çÿп-çапа вырнаçтарассипе ĕçлекен заводра пулса курнă, каяшсене промышленноç шайĕнче сортланине, пленкăран хатĕр продукци — полимерпа хăйăрлă плитка мĕнле тунине курса паллашнă.
Производство комплексĕ станци территорийĕнче вырнаçнă. Студентсене сортировка тапхăрĕсене пĕтĕмпех кăтартнă. Сортланă пластикрен хатĕрлекен плиткăна тротуарсем çине, çуран çын утакан зонăсенче хываççĕ, территорисене хăтлăлатма усă кураççĕ. Материал çирĕплĕхпе палăрса тăрать, хакĕ енчен те тивĕçтерет.
Пулас специалистсемпе ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, экологи ыйтăвĕсене тимлекен Сергей Мельников тата ЧР çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн пĕрремĕш заместителĕ, «Единая Россия» партин «Зеленая экономика» проекчĕн регионти координаторĕ Ольга Александрова калаçнă.
«Предприятисем вырăнта тăмаççĕ. Унччен полигонра çухалнă япаласем халĕ хаклă чĕртавара çаврăннă — ку вăл хупă экономикăри пысăк утăм. Çакăн пек экскурсисем пулас специалистсене отрасльпе шалтан паллашма пулăшаççĕ», — тенĕ Сергей Мельников.
Мероприяти «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕн тата «Хупă цикл экономики» регион программин задачисене пурнăçлас тĕлĕшпе иртнĕ.
Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ
