H9JHE21sWgKkQB5iUYKDnmLCmB4hKNjdcn8Pvp2T927m F0Wr dcH6VQ9sP7sUAXXHcttibTCsIZhtJiOU5u c36Çак кунсенче Вăрмарти «Работа России» кадрсен центрĕнче пĕлтерĕшлĕ мероприяти иртрĕ — граждансене социаллă контракт никĕсĕ çинче патшалăх кÿрекен социаллă пулăшу механизмĕпе мĕнле усă курмаллине ăнлантарчĕç. Мероприятине «Моя карьера с Единой Россией» проект шайĕнче йĕркеленĕ.

Центр специалисчĕсем Вăрмар округĕнче пурăнакан 5 çынпа консультаци ирттерчĕç. Программăна хутшăнмалли условисене пăхса тухрĕç, документсене хатĕрлесе тăратмалли йĕркене ăнлантарчĕç, мĕнпур ыйту çине хурав пачĕç.

Вăрмарти кадрсен центрĕ пулăшнипе кăçалхи çул ĕç шыракан сахал тупăшлă 20 çын социаллă контракт программипе усă курнă, хăйсен ĕçне уçма — 10 çын, хушма хуçалăх тытса пыма — 9 çын патшалăхран пулăшу илнĕ.

Мероприяти шайĕнче Наталья Захарова уйрăм çын предпринимательпе тĕлпулу ирт­рĕ /сăн ÿкерчĕк çинче\. Унăн тĕслĕхĕ чăннипех те хавхалантарать. Наталья Захарова Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăнать. Вăрмарти кадр­сен центрĕ пулăшса пынипе вăл пĕлтĕр­хи çул социаллă контракт программипе усă курнă, патшалăхран 350 пин тенкĕ илсе пысăк теплицăсем туяннă. Паянхи кун Наталья Захарова хăйĕн ĕçне ăнăçлă аталантарать, сад-пахчи валли çамрăк хунавсем, калчасем лартса ÿстерсе сутать, тăрăшуллăн ĕçлет.

«Хăйсен ĕçне пуçласа яракан предпринимательсемшĕн патшалăх пулăшăвĕ çав тери пĕлтерĕшлĕ, ялта пурăнакансемшĕн уйрăмах тесе шутлатăп. Эпĕ пахча ĕçне, çĕр ĕçне питĕ кăмăллатăп, унччен те пахчаçимĕç, чечек нумай лартса ÿстернĕ, патшалăх пулăшнипе вара предпринимательлĕх ĕçне кÿлĕнтĕм. Юратнă ĕç тупăш пама тытăнчĕ, çавна май кăмăл-туйăм та çĕкленÿллĕ. Ассортимента ÿстерме тăрăшатăп, тĕрлĕ сортсем лартатăп, çĕнĕ технологисемпе усă куратăп», — тет вăл.

Кашни çын Наталья Захарова пекех патшалăх пулăшăвне илсе харпăр хăйĕн ĕçне пуçăнма пултарать. Вăрмарти «Работа России» кадрсен центрĕ граждансене пĕтĕм енчен тĕрев пама хатĕр: констультаци те ирттереççĕ, документсене пуçтарма тата заявка хатĕрлеме те пулăшаççĕ.

Альбина ЛУКИНА,

кадрсен консультанчĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика