IMG 20260610 104628 269Вăрмар таврапĕлÿçисен черетлĕ пухăвĕ Пысăк Енккасси ялĕн культура çуртĕнче пулса иртрĕ. Вĕсем ял историйĕпе, аваллăха сăнласа паракан музейпе паллашрĕç, культура çурчĕн заведующине, çак музее пуçласа ярса йĕркелесе тăракан Николай Николаевич Гаврилова 70 çулхи сумлă юбилей ячĕпе /çуралнă кунĕ июнĕн 9-мĕшĕнче\ ăшшăн, чĕререн тухакан сăмахсемпе саламларĕç.

Хăнасене ял халăхĕ, «Еник» халăх ансамблĕ çăкăр-тăварпа, хăна юррисемпе кĕтсе илчĕç. Ял историйĕпе тата Николай Гавриловăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси клуб умĕн­че вырнаçтарнă баннерсемпе палăксенченех пуçланчĕ. Николай Николаевич тĕрлĕ вăрçăсене хутшăнса палăрнă ентешĕсем çинчен каласа кăтартрĕ, хальхи вăхăтра Украинăра пыракан ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсене те аса илчĕ. Таврапĕлÿçĕсем палăксен умне чечексем хучĕç. Урамри курав вăрçăсенче пуçне хунă ентешсен ячĕпе шăплăх минучĕ ирттернипе вĕçленчĕ.

Малалла таврапĕ­лÿ­çĕ­сем культура çуртĕн­че вырнаçнă музее куçса унти экспонатсемпе тĕп­лĕн паллашрĕç. Пÿлĕм­рен пÿлĕме куçнă май Николай Николаевич экспонатсене ăçтан, мĕн­ле тупнине, вĕсен пĕлтерĕшĕ çинчен каласа пычĕ. Çак музейре хăй вăхăтĕнче СССР виççĕмĕш космонавчĕ Ан­дриян Николаев та пулнă иккен. Космонавт ларнă пукан халĕ вара хаклă экспонатсен шутĕн­че.

Музей пуянлăхĕ, пĕлтерĕшĕ пирки, Николай Николаевичăн ĕçĕ-хĕлĕ, тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ çинчен анлă калаçу пысăк залра пуçланчĕ. Калаçăва Вăрмарти историпе таврапĕлÿ халăх музейĕн экскурсовочĕ Галина Корытникова пуçласа Николай Гавриловăн кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех юбилярăн ĕçĕ-хĕлĕ, пултарулăхĕ пирки Пысăк Енккассинчи территори пайĕн начальникĕ Ольга Михайлова, ялти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ирина Григорьева тĕплĕн чарăнса тăчĕç. Тухса калаçакан таврапĕлÿçĕсем те Николай Николаевичăн ял культурине аталантарас ĕçĕнчи çитĕнĕвĕсене пысăка хурса хакларĕç.

Чăнах та, юбиляр хăй пурнăçĕнче ял хушшинче туса пыракан ĕçсем питех те нумай. Çитес çул вăл культура ĕçне пуçăнни 50 çул пулать. Малтанах культура çурчĕн директорĕ пулса çуртра, çурт таврашĕнче йĕрке тума пуçлать, ачасен «Шанчăк» ятлă халăх инструменчĕсен ансамбльне, унтан «Еник» ятлă фольклор ансамбльне йĕркелесе ярать. Çак художествăлла ушкăнсем республикăри фестивальсемпе конкурссен лауреачĕсен ятне пĕрре мар çĕнсе илеççĕ. 2020 çулхине «Еник» ансамбль Санкт-Петербург­ра онлайн ирттернĕ фестиваль-конкурсăн лауреачĕ пулса тăрать. Николай Николаевич купăспа та, баянпа та ăста вылять, вăл республикăри паллă купăсçăсен шутĕнче. Культурăпа музей ĕçĕсемсĕр пуçне Николай Николаевич ялти спорт вăййисене йĕркелесе пыракан ял хастарĕсенчен пĕри – Пысăк Енккассисем спортпа яланах туслă. Вăлах журналист ĕçне те пултарать, ялти культурăпа спорт хыпарĕсене районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатра çутатсах тăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ Николай Гаврилов ЧР культурăн тата ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ячĕсене тивĕçнĕ, В. Алентей ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ. Унăн тĕрлĕ ведомствăсенчен, организацисенчен панă Тав хучĕсен шучĕ те çук.

Николай Николаевич юратнă мăшăрĕпе Татьяна Сергеевнăпа 47 çул хушши пурнăç тăваççĕ, икĕ ача, Иринăпа Ольăна, çуратса пăхса ÿстернĕ. Юбилярăн виçĕ мăнук. Татьяна Сергеевна таврапĕлÿçĕсен умĕнче тухса калаçрĕ, çемье пурнăçĕпе паллаштарчĕ, шутласа килнĕшĕн, мăшăрĕн ĕçне пысăк хак панăшăн пурне те тав турĕ. Музей тата юбилей çинчен пуçланă пысăк калаçу Николай Николаевич тухса калаçнипе, хăйĕн пурнăçĕнчи, ĕçри паллă самантсем çинчен каласа панипе вĕçленчĕ. Унтан пурте пĕрле тăрса фото ÿкерчĕç.

Çак мероприяти вă­хăтĕнчех таврапĕлÿçĕсем хăш-пĕр татса памалли ыйтусене те пăхса тухрĕç. Республикăри паллă таврапĕлÿçĕ, çы­равçă, Вăрмар район музейĕнче нумай вăхăт директор пулса пысăк ĕçсем туса ирттернĕ Василий Цыфаркин таврапĕлÿçĕсем тахçанах хускатнă ыйтăва вĕçне çитермелли çинчен аса илтерчĕ. Сăмах Кĕл­кеш шкулĕн вĕрентекенне, педагогика наукисен кандидатне Светлана Романовăна «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕш­ле вĕрентĕвĕн Хисеплĕ ĕçченĕ» паллăпа наградăлас пирки пулчĕ. Василий Егорович çакăн пирки Вăрмар округĕн администрацине таврапĕлÿçĕсем тăратнă уçă çырупа паллаштарчĕ, çырăва çывăх вăхăтрах кирлĕ çĕре çитерме шантарчĕ.

Тĕлпулу вĕçĕнче хăнасене чей ĕçме сарлака сĕтел хушшине вырнаçтарчĕç. Николай Николаевич хăй те, хăнисем те нумайччен асилÿсен тыткăнĕнче пулчĕç. Вăрмар таврапĕлÿçисене Пысăк Енккассисем, «Еник» ансамбль чăвашсен туслăх юррисемпе чыслăн ăсатса ячĕç.

Анатолий ИВАНОВ, таврапĕлÿçĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика