Паян Вăрмар округĕнче, пĕтĕм республикăри пекех, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.
Хальхинче çак ыйтусене сÿтсе яврĕç: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «НИМЕ — халăх бюджечĕ» тата «Сывлăх патне утăм» проекчĕсем мĕнле пурнăçланни, нумай функциллĕ культура центрĕсем (автоклубсем) ялсенче мĕнле ĕçлени, ачаллă çемьесене пулăшмалли мерăсем. Çавăн пекех халăха харпăр хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăнчĕç.
Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ертсе пынă ушкăн Тикаш ял тăрăхĕнче ĕçлерĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов ертсе пынă ушкăн Чулкас ял тăрăхĕнче пулчĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Олег Кошельков ертсе пынă ушкăн вара Кивĕ Вăрмар ял тăрăхне çул тытрĕ.
Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕнче тĕлпулу клуб çуртĕнче иртрĕ. Хальлĕхе киввинчех-ха. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Кивĕ Вăрмарта пысăк та капмар çĕнĕ клуб çуртне хăпартнă, анчах вăл хăш-пĕр сăлтавсене пула халăх валли алăкĕсене уçайман-ха. Тĕлпулура та сăмах шăпах çĕнĕ клуб шăпи çинчен пуçланчĕ.
Тĕплĕнрех «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн çитес номерĕнче вулăр.
http://gazeta1931.ru/urmary/15347-v-rmar-okrug-nche-p-rlekhi-informatsi-kun-irtr-6#sigProId9ad67e01a2
