Юнкун Вăрмар округĕнче, пĕтĕм республикăри пекех, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.IMG 7052

Хальхинче çак ыйтусене сÿтсе яврĕç: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «НИМЕ — халăх бюджечĕ» тата «Сывлăх патне утăм» проекчĕсем мĕнле пурнăçланни, нумай функциллĕ культура центрĕсем /автоклубсем\ ялсенче мĕнле ĕçлени, ачаллă çемьесене пулăшмалли мерăсем. Çавăн пекех халăха харпăр хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăнчĕç.

Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ерт­се пынă ушкăн Тикаш ял тăрăхĕнче ĕçлерĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов ертсе пынă ушкăн Чулкас ял тăрăхĕнче пулчĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Олег Кошельков ерт­се пынă ушкăн вара Кивĕ Вăрмар ял тăрăхне çул тытрĕ.

Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕнче тĕлпулу клуб çуртĕнче иртрĕ. Хальлĕхе киввинчех-ха. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Кивĕ Вăрмарта пысăк та капмар çĕнĕ клуб çуртне хăпартнă, анчах вăл хăш-пĕр сăлтавсене пула халăх валли алăкĕсене уçайман-ха. Тĕлпулура та сăмах шăпах çĕнĕ клуб шăпи çинчен пуçланчĕ. Çапла пулмасăр, киввăрмарсене чăннипех те хумхантаракан ыйту ку. Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш замес­тителĕ Олег Кошельков пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра мĕнпур документа хатĕрлесе стройнадзора çитернĕ, вĕсен йышăнăвне кĕтеççĕ. Çитес вăхăтсенче çĕнĕ клуб ĕçлесе каясса шанаççĕ.

Кун йĕркинчи тĕп темăсене пухăннисене Олег Михайлович, çавăн пекех Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт па­йĕн начальникĕ Александр Краснов, Раççей Социаллă Фончĕн Вăрмар районĕнчи клиент службин руководителĕ Татьяна Васильева, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Сергей Федотов уçăмлатса пачĕç.

«НИМЕ — халăх бюджечĕ» проект республикăра ăнăçлă пурнăçланать. 2026 çулта пирĕн округра 51 проект пурнăçлама палăртнă, вĕсенчен 4 проектне вĕçленĕ те ĕнтĕ. Проектсем ытларах çул-йĕр юсассипе, ял инфратытăмне аталантарассипе çыхăннă.

«Сывлăх патне утăм» проект та регионта пурăнакансен пурнăç шайне лайăхлатассипе çыхăннă, вăл медицина пулăшăвĕпе чăрмавсăр усă курассине тивĕçтерет, профилактика енĕпе ĕçлет. Асăннă проект шайĕнче, акă, çак кунсенче Вăрмар округĕнче «Ача-пăча тухтăрĕ» сывлăх пуйăсĕ» пулнă, 237 ачана йышăнса вĕсен сывлăхне тĕрĕсленĕ.

2019 çултанпа республикăри муниципалитетсене нумай функциллĕ культура центрĕсемпе /автоклубсемпе\ тивĕçтерес ĕçе пуçăннă. Вăрмар округне çакăн пек автоклуба 2024 çулта уйăрса панă. Автоклуб пĕчĕк тата аякри ялсене тухса çÿренĕ май артистсем унти халăха концертсем лартса параççĕ. Сăмахран, Олег Николаевăн «Чă­ваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проекчĕ шайĕнче автоклубсем çынсен канăвне интереслĕрех тума пулăшаççĕ.

Патшалăх ачаллă çемьесене пы­сăк тимлĕх уйăрать, çавăнпа нумай ачаллă çемьесен шучĕ ÿсет. Паянхи кун республикăра нумай ачаллă 24163 çемье пурăнать. Вĕ­сене çăмăллăхсемпе тивĕçтересси малти вырăнта. 2026 çулта, акă, çĕршыв­ра çулсерен паракан çемье тÿлевĕ хута кайнă. Ку вăл 18 çул тултарман е 23 çул тултарман /ача шкулта, колледжра, аслă шкулта куçăмлă вĕренет пулсан\ икĕ тата ытларах ачаллă çемьесене кÿрекен социаллă пулăшу мери. Ăна çулталăкра пĕрре параççĕ. Заявленисене кăçал июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 1-мĕшĕччен Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă, нумай функциллĕ центрсенче е Раççей Социаллă Фончĕн уйрăмĕсенче йышăнаççĕ.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика