«Единая Россия» партин «Хăрушлăхсăр çулсем» проекчĕпе, «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ кунсенче «Энĕш — Чупай — Энĕшпуç» автоçулсене хывассипе «Тусдорстрой» тулли мар яваплă общество пур вăй-хăватпа ĕçлерĕ. Кунти пултаруллă ĕçченсем Чупай ялĕ çывăхĕпе иртекен автоçула 1,5 километра яхăн çĕнĕрен сарассипе тăрăшса вăй хучĕç. Çакă вара чупайсемшĕн Раççей кунĕнче чăн-чăн парне пулчĕ.
«Çак çул-йĕр чăннипех те шăтăк-путăклăччĕ. Чупайпа Патти ялĕсене пассажирсем турттаракан автобуссене те çÿреме пит меллех пулман. Шкул автобусĕпе те ачасене шкула илсе çÿреме майлах марччĕ. Халĕ вара çĕнĕрен çак çула хывни транспортпа пĕр кăлтăксăр çÿреме майсем туса парать», — тесе пĕлтерчĕ Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Людмила Федоровна Никифорова.
Зинаида ПАВЛОВА
