Иртнĕ çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă «Природа Чувашии» кăларăм «Çулталăк кĕнеки» конкурс дипломанчĕн ятне тивĕçнĕ. Асăннă конкурс - «Вулакан тĕнче» регионсем хушшинчи наци кĕнекин фестивалĕн мероприятийĕсенчен пĕри. Вăл çулсеренех Рязань хулинче иртет.

Пултарулăх ăмăртăвĕнче Раççейри 22 регионтан пурĕ 58 издательство хутшăннă. Жюри членĕсем 157 тĕрлĕ кăларăма хак панă. А.В. Димитриев, И.С. Дубанов, К.К. Захаров, А.Ф. Иванов, Ф.А. Карягин, А.А. Ластухин, И.В. Никонорова хатĕрленĕ кĕнеке вăрмансемпе хирсен, юхан шывсемпе çăлкуçсен тĕнчипе, флорăпа фаунăн сайра тĕл пулакан тĕсĕсемпе паллаштарать. Сăн ÿкерчĕксемпе пуян альбомшăн конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Чăваш кĕнеке издательствине «Регионăн туризм илĕртÿлĕхне аталантарас ĕçри çитĕнÿшĕн» ятарлă дипломпа чысланă.

Раççей Федерацийĕнчи Экологи çулталăкне халалланă кăларăм çут çанталăка сыхлас ĕçе, экологипе географи çутĕçне пысăк тÿпе хывнине палăртмалла. Вăл пĕлÿлĕх тата экологи туризмĕпе кăсăкланакансемшĕн кăна мар, тăван тавралăха тĕпчекенсемшĕн те, унăн илемне хаклакансемшĕн те усăллă, интереслĕ пулмалла.

Чăваш Ен лаптăкĕ вăрманлă-çаранлă, тÿремлĕ пулнипе (вырăнăн-вырăнăн çырма-çатраллă пулин те), çут çанталăкĕ пĕтĕмĕшле чипер упранса юлнипе палăрса тăрать. Çавăнпа кунта халăх та йышлă пурăнать, ял хуçалăхпа промышленность производстви, çул-йĕр сарасси аталаннă.

Кĕнекене «Геологическое строение», «Полезные ископаемые», «Рельеф», «Растительный мир. Леса», «Животный мир», «Ландшафты. Охрана природы. Туризм» тата ытти пайсем кĕнĕ.

«Вулакан тĕнче» фестивале Рязань облаçĕн Правительстви, Рязань облаçĕн Горький ячĕллĕ универсаллă ăслăлăх библиотеки Раççей кĕнеке издателĕсен ассоциацийĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Çулсеренех издательсем, кĕнеке сутакансем, библиотекарьсем, çыравçăсем, вулакансем Рязань хулине наци кĕнекин уявне пуçтарăнаççĕ. Фестиваль программинчи мероприятисен, çав шутра «Çулталăк кĕнеки» конкурсăн та, тĕп тĕллевĕ _ кĕнекене вулакансем хушшинче сарасси, наци литературипе чĕлхисене пропагандăласси, вулавçăн тĕслĕхлĕ сăн-сăпатне йĕркелесси.

С уважением,

Ольга Иванова.

Дополнительная информация по

тел.: (8352) 28-85-53.

Чувашское книжное издательство.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика