GumpomoÇĕнĕ çул уявĕ умĕн Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 4 «В» тата 4 «Б» классенче вĕренекенсем, вĕсен ашшĕ-амă­шĕсем тата асăннă классен руководителĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ ыркăмăллăх ĕçне хутшăннă — хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕршыва хÿтĕлекен салтаксене валли гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса ăсатнă. Ачасем те, аслисем те, пĕрлĕх туйăмĕпе чăмăртаннăскерсем, пирĕн хăюллă ентеш-салтаксене пулăшу кÿме, тĕрев пама кăмăл тунă.

Ыркăмăллăх ĕçĕн тĕл­левĕ — салтаксене çăмăл мар условисенче çав тери кирлĕ япаласемпе тивĕçтересси кăна мар, пĕтĕм çĕршыв вĕсемпе мăнаçланнине, яланах пулăшма, чун ăшшине пама хатĕр­рине çирĕплетесси те. Тă­ван çĕршывăмăрăн хăрушсăрлăхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçакан салтаксем тă­ван тăрăхпа, тăван килĕсемпе çыхăнăва, пирĕн тимлĕхе туйсах тăччăр.

Кĕске вăхăтрах 4 «В» тата 4 «Б» классем темиçе коробка япала пуçтарса хатĕрленĕ. Вĕсенче — чи кирлĕ япаласем: нÿрĕ салфеткăсем, супăньсем, шампуньсем, шăл пастисем, нускисем, çавăн пекех окоп çуртисем тата ытти те. Унсăр пуçне ачасем Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене валли уяв ячĕпе ăшă саламлă çырусем те çырнă, салтаксене чĕререн тухакан ырă сăмахсемпе хавхалантарнă.

4 «В» тата 4 «Б» классем пуçтарнă гуманитари пулăшăвне Мăнçырмари Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ чиркĕве кайса панă. Чиркÿ настоя­телĕн­чен Леонид Ермолаев протоиерейрен пил илсе аякри çула çÿрекен СВО волонтерĕсем вара гуманитари пулăшăвне салтаксем патне илсе çитернĕ.

Çапла майпа эпир пирĕн шкулта йывăр вăхăтра пулăшу кÿме хатĕр çынсем пуррине тепĕр хутчен çирĕплетрĕмĕр. Çакăн евĕр ыркăмăллăх ĕçĕсем, тĕрлĕ акцисем — ахаль пулăшу çеç мар. Ку вăл ачасенче патриотлăх тата яваплăх, хĕр­хенÿ туйăмĕсене аталантарма пулăшакан, Тăван çĕршыва юратма хăнăхтаракан пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм та.

Эпир пирĕн хÿтĕлевçĕсемпе мăнаçланатпăр, вĕсем тă­ван килĕсене часрах Çĕнтерÿпе таврăнасса кĕтетпĕр.

Анастасия ЕГОРОВА, Светлана ИВАНОВА, пуçламăш классене вĕрентекенсем

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика