StepУрнар ялĕнчи Мир урамĕнчи 80-мĕш çуртра Степанпа Елизавета çемйинче 1917 çулхи февраль уйăхĕн 18-мĕшĕнче ывăл ача çуралнă. Ăна Герасим тесе чĕннĕ.

Çул çитсен Герасим Лидия аппăшĕпе ялти шкула çÿренĕ. 1934 çулта шкултан вĕренсе тухнă. Суту-илÿ ĕçĕпе кăсăкланнă, лавккара ĕçленĕ.

1941 çулта Герасим Степанович Степанов хăй ирĕкĕпе вăрçа кайнă, тăшманпа çапăçнă. Усал тăшман бомба пăрахса пи­рĕн­нисене çĕр айне варса хăварать. Хамăрăннисем юлташсене темиçе кун чавса кăларса хăтараççĕ. Контузи хыççăн, 1944 çулта, çапăçма юрăхсăр тесе Герасим Степановича киле яраççĕ, сывалма май çук тесе шутланă. Киле килсен амăшĕпе аппăшĕ, тăванĕсем пулăшнипе вăл самайланать.

Юхăннă хуçалăха ура çине тăратма çăмăл пулман, нумай ĕçе алăпа тумалла. Хĕрарăмсем те ар­çынсем пекех вăйлă ĕçленĕ. Герасим бригадирта ĕçлеме тытăнать. Марина Владимировна ятлă хĕр­пе паллашать, 1946 çул­та мăшăрланаççĕ. Ге­ра­сим Степанович аслă ывăл пулнă май, авалтан пыракан йăла-йĕркепе килĕшÿллĕн, тĕп килтен уйрăлса тухаççĕ. Вĕсем 7 ача пăхса çитĕнтернĕ, ачисем аслă пĕлÿ илнĕ. Лена /1947 ç./ — электрозаводра гальваник пулнă, 2 ачаллă; Галя /1950 ç/ — химик, 2 ачаллă; Валя /1952 ç./ — химик, 1 ачаллă; Аля /1954 ç./ — медик, 1 ачаллă; Толя /1956 ç./ — çар çынни, 1 ачаллă; Коля /1958 ç/\ — строитель, 2 ачаллă; Люся /1961 ç./ — авиастроитель, 2 ачаллă.

Марина Владимировна колхозра тăрăшса ĕçленипе тĕлĕнтернĕ. Герасим ялти шкулта заведующи пулса ĕçлет. Кайран Энĕшпуçĕнчи вăрман хуçалăхĕнче лашасене пăхать. Степановсем хăйсен пултарулăхĕпе, ĕçе тĕплĕ тунипе, тăрăшулăхĕпе палăраççĕ. 1980 çулхи январь уйăхĕнче Герасим çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Марина Владимировнăпа Герасим Степановича ял халăхĕ, тăванĕсем ялти масар çинче юнашар пытарнă.

Герасимăн шăллĕ Филипп та вăрçăра пулнă. Йывăр аманнă. Пуçне снаряд катăкĕ кĕрсе ларнă. Госпитальте сипленнĕ хыççăн мирлĕ пурнăçшăн тăшмана çĕнтеричченех çапăçать вăл. Вăрçă хыççăн малалла хĕсмет­ре пулать. Киле килсен çемье çавăрать. Вĕсен 3 ача. Энĕшпуçĕнчи кирпĕч заводĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухаççĕ.

Ялти тĕп килте Василий шăллĕ юлнă. Вăл çурта пăхса, юсаса тăнă, унтан çĕнĕ çурт та лартнă. Халĕ çурта вĕсен ачисем тирпейлесе пурăнаççĕ.

Герасим Степановичăн ывăлĕ Коля çемйипе икĕ хутлă йывăç çуртра пурăнать. Çулла ачисем, мăнукĕсем килсе савăнтараççĕ. Çак илемлĕ çуртра 10 çул пурăнаççĕ. Йĕри-тавра тĕрлĕ йывăç лартса ÿстереççĕ, тухăçĕпе савăнаççĕ, тă­ванĕсене хăналаççĕ.

Çапла вара Степанпа Елизаветăн ывă­лĕсем Герасимпа Филипп вăрçăран сусăрланса, аманса таврăннă. Вăрçă нушине туллин курнă вĕсем, анчах пуçĕсене усман, мирлĕ пурнăçра та ĕçченлĕхпе палăрса мал ĕмĕтлĕн пурăннă.

Регина ЕГОРОВА

Çиçтĕпе ялĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика