Январь уйăхĕн малтанхи кунĕсенче Кавал ял тăрăхĕн спорт ветеранĕсен куçакан Кубокне тата парнисене çĕнсе илессишĕн мини-футбол енĕпе йăлана кĕнĕ турнир иртрĕ. Спорт мероприятине Кавал ялĕнчи çĕнетнĕ те хăтлăлатнă спортзалта йĕркелесе ирттернĕ.
Турнира пултаруллă та вăйлă спортсменсем — Кавал ял тăрăхĕн тата юнашарти Тутар Республикинчи Йăвăнчă ялĕн представителĕсем хутшăнчĕç. Пурĕ 6 команда тупăшрĕ. Футболистсем пысăк ăсталăхпа палăрса çĕнтерÿ патне ăнтăлчĕç.
Çивĕч тупăшура шкул ачисем хушшинче 1-мĕш вырăна «Йăвăнчă» команда йышăнчĕ. 2-мĕш вырăна «Кавал-1» команда, 3-мĕш вырăна «Кавал-2» команда тухрĕç. Аслă ÿсĕмри спортсменсем хушшинче вара 1-мĕш вырăна «Çиçтĕпе» команда çĕнсе илчĕ, 2-мĕш вырăна «Кавал-1» команда, 3-мĕш вырăна «Йăвăнчă» команда тивĕçрĕç. Çĕнтерÿçĕсене медальсемпе тата грамотăсемпе наградăларĕç, парнесемпе савăнтарчĕç. Турнирта уйрăмах палăрнă футболистсене вара тĕрлĕ номинацисенче чысларĕç. Çакăн пек пысăк калăпăшлă спорт мероприятийĕ йĕркелесе ирттерме пулăшнă çынсене тата спонсорсене тавах!
Алексей НИКОЛАЕВ, Кавалти тĕп шкулти физкультура вĕрентекенĕ
