kosÇак кунсенче Хĕрлĕçыр ялĕнчи клубра чунтан тухакан тав сăмахĕсемлĕ ăшă тĕлпулу иртрĕ.

439-мĕш мотострелковăй полкра службăра тăракан салтаксене валли гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса ăсатас ĕçе активлă хутшăннăшăн Тав çырăвĕ парас тĕллев­пе Валерий Владимирович Прокопьевпа тĕл пултăмăр.

Ыркăмăллăх пуçарăвне тÿпе хывакансен пархатарлă ĕçне нимĕнле хакпа та виçме çук. Валерий Владимирович Прокопьев пек ырă чун-чĕреллĕ, йывăр вăхăтра айккинче юлма пултарайман çынсем тăрăшнипе çар служащийĕсем тыл пулăшăвĕпе тĕревне туйса тăраççĕ. Çакăн пек çынсем ыттисене те ырă ĕçе хутшăнма хавхалантараççĕ, пĕр-пĕрне пулăшни, пулăшу аллине тăсса пани çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине аса илтереççĕ.

439-мĕш мотострелковăй полк командирĕн Тав çырăвĕ Валерий Владимировичăн тăрăшулăхне палăртакан тата вăл тав сăмахĕсене тивĕçнине çирĕплетекен символ пулса тăчĕ. Унăн тĕслĕхĕ пире пурне те хавхалантарса тăтăр, пирĕн те çак тĕнчене ырăрах, лайăхрах тума ăнтăласчĕ.

Валентина НУРЖАНОВА, Хĕрлĕçыр клубĕн культорганизаторĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика