Январĕн 19-мĕшĕнче Православи тĕнне ĕненекенсен пысăк уяв — Кăшарни. Январĕн 18-мĕшĕнчен январĕн 19-мĕшне куçнă каç çынсем купельсенче шыва кĕреççĕ. Çак кун çветит тунă шыв тĕрлĕ чир-чĕртен сыватма пултарать теççĕ, ăна çулталăкĕпех упрама хушаççĕ.
Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕ Кăшарни каçĕнче ятарласа хатĕрленĕ купельсенче кăна шыва кĕме юрани çинчен асăрхаттарать, мĕншĕн тесен çак вырăнсенче кăна граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерĕç. Кăшарни уявне паллă тунă май округра шыва кĕме юрăхлă 8 вырăн пулĕ: Чулкасра, Пинерте, Арапуçĕнче, Аслă Чакра, Анаткасра, Мăнçырмара, Чупайĕнче, Кивĕ Вăрмарта.
Тĕп хăрушсăрлăх правилисем:
шыва хăрушсăрлăха пăхăнса кĕме май паракан ятарласа хатĕрленĕ, çăлав службин сотрудникĕсем пур вырăнсенче кăна шыва кĕмелле;
эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ пулсан шыва кĕме юрамасть;
ÿт-пĕве шыва кĕриччен хатĕрлемелле: тĕрлĕ хусканусем туса е чупса мышцăсене хĕртмелле;
шыва кĕмелли вырăна урана шутарман пушмак тăхăнмалла;
шыва кĕнĕ чухне пусма картлашкисемпе асăрхануллă анмалла, вĕсем ура айĕнче çирĕп пулнине тĕрĕслемелле;
тĕрлĕ кĕтменлĕхрен асăрханас тĕллевпе шыва мăй таран кăна кĕмелле, тарăнрах мар;
шыва майĕпен, лăпкăн, васкамасăр кĕмелле;
сивĕ шывра 2-3 минутран ытла пулмалла мар;
шывран каялла тухнă чухне кирлĕ пулсан çынсен пулăшăвĕпе усă курăр.
Шывра чÿхенсе илнĕ хыççăн тÿрех типĕ алшăллипе типĕнĕр, курăксенчен хатĕрленĕ вĕри чей ĕçĕр.
Асра тытмалла!
Кăшарнире купельре шыва кĕресси — яваплăх ыйтать, кашнин хăйĕн ирĕкĕ, кăмăл-туйăмĕ. Сывлăхăр, организм сивĕ шыва кĕме хатĕр маррине туятăр пулсан, хăвăра шыва кĕрессинчен чарăр! Çакăн вырăнне чиркĕве кайсан лайăхрах пулĕ. Хăвăра тата хăвăрăн çывăх çыннăрсене упрăр!
Юрий ЕФИМОВ,
Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн мобилизаци хатĕрлевĕн, ятарлă программăсен, гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру пайĕн начальникĕ
