IMG 2678Вăрмар муниципаллă округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ ирт­рĕ. Ĕçлĕ ушкăнсем халăхпа тĕл пулса кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе яврĕç. Вĕсем çаксем: коммуналлă хытă каяшсене хĕллехи тапхăрта илсе тухса вырнаçтарасси, интернетпа усă курма вăхăтлăх чарни, терроризм идеологийĕ çамрăксем хушшинче сарăлнине çул пÿлесси, коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлемелли хаксем, çулсене хĕлле юртан тасатса тăрасси, пушар хăрушсăрлăхĕ.

Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ертсе пынă ушкăн Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕнче пулнă. Палăртмалла, информушкăн ĕçне Чăваш Республикин юстици ĕçĕсен патшалăх службин руководителĕ Дмитрий Сержантов та хутшăннă.

Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — строительство тата çул-йĕр хуçалăхĕн пайĕн начальникĕ Наталия Иванова ертсе пынă ушкăн Тикаш ял тăрăхĕнче ĕçленĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов ертсе пынă ушкăн вара Чулкас ял тăрăхне çул тытрĕ.

Чулкас ял тăрăхĕнчи тĕлпулу ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта иртрĕ. Территори пайĕн начальникĕ Ге­ор­гий Усков пухăннисене Чă­ваш Енре коммуналлă хытă каяшсене вырнаçтарассипе «Ситиматик Чувашия» тулли мар яваплă общество ĕçленине аса илтерчĕ. 12 оператор коммуналлă хытă каяшсене илсе тухассишĕн яваплă, çав шутра Вăрмар округĕнче — «Водоканал» тулли мар яваплă общество. Чулкас ял тăрăхне кĕрекен 4 ялта 18 площадкăра контейнерсем лартса тухнă. Вĕсене вăхăтра пушатаççĕ, çав шут­ра уяв кунĕсенче те. Площадкăсем патне чăрмавсăр пыма юрне те хырса тăраççĕ. Юр тенĕрен, ял тăрăхĕнчи çул-йĕре вăхăтра тасатса якатасси ялан тимлĕхре. Ку тĕл­левпе «Михайлов А.В.» уйрăм çын предпринимательпе килĕшÿ тунă, вăл хăйĕн тивĕçне яваплăн пурнăçлать.

Георгий Васильевич ял тă­рăхĕнче пуçарулăх бюджечĕн программипе мĕнле проектсем пурнăçлама хатĕрленнине те уçăмлатрĕ: Анаткас ялĕнчи купеле хăтлăлатасшăн тата Чулкасри Шоссейная урамĕнчи шыв пăрăхĕсене çĕнетесшĕн.

Республикăра интернетпа вăхăтлăх усă курма мĕншĕн чарни пирки Вăрмар муниципаллă округĕн администраци­йĕн пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Ирина Васильева каласа пачĕ. Çапла тума федераци шайĕнче йышăннă, ку вăл хăрушсăрлăхпа, граждансене тата инфратытăм объекчĕсене хÿтĕлессипе çыхăннă. Интернета вăхăт-вăхăтпа чараççĕ пулин те «шурă списока» кĕнĕ сайтсемпе тата сервиссемпе чăрмавсăрах усă курма май пур. Списокпа РФ Цифра министерствин сайтĕнче паллашма пулать.

Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов терроризм идеологийĕ çамрăксем хушшинче сарăлнин çулне пÿлессипе çыхăннă ыйтăва хускатрĕ. Терроризмла прес­тупленисемшĕн тыттаракан явапа 2025 çултанпа хытарнă. Халĕ 14 çултанах уголовлă явап тыттарма, çитĕннĕ çынсене вара ирĕкрен ĕмĕрлĕх хăтарма пултараççĕ.

Тепĕр ыйтăвĕ — коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлемелли хаксен улшăнăвĕ. 2026 çулта тарифсене икĕ тапхăрпа индексацилеççĕ — январĕн 1-мĕшĕнчен тата октябрĕн 1-мĕшĕнчен. Анчах республикăра пурăнакансен хăш-пĕр категорийĕсем коммуналлă тÿлев­семшĕн компенсаци, субсиди илме, тĕрлĕ çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ. Нумай функциллĕ центрта, социаллă хÿтлĕх пайĕнче ку енĕпе халăха яланах пулăшаççĕ.

Округри надзорпа профилактика ĕçĕсен пайĕн аслă инспекторĕ Дмитрий Порфирьев пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 61 пушар пулнă /округра — 1\, вĕсенче 5 çын вилнĕ, 10 çын шар курнă. Вут-çулăм тухас­ран çав тери сыхланмалла, кил-çуртра тĕтĕм тухнине сис­терекен автономлă хатĕр вырнаçтармалла.

Вăрмарти газ участокĕн участок мастерĕ Сергей Никифоров хутса ăшăтмалли тап­хăрта газ оборудованийĕпе уйрăмах тимлĕ пулмаллине, тĕтĕм çулĕсем шăнса пăрланас­ран асăрханмаллине каларĕ. Раççей ял хуçалăх банкĕн Вăрмарти уйрăмĕн управляющийĕ Алевтина Максимова çăмăллăхлă кредитсем, сахал процентлă ипотека, инвестици продукчĕсем çинчен ăнлантарчĕ.

Информушкăн членĕсем Анаткас ялĕнчи клубра та пулса курчĕç, кунта маскировка сеткисем çыхакан активист­семпе тĕл пулса информаци кунĕн ыйтăвĕсемпе паллаштарчĕç.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика