Вăрмар муниципаллă округĕнче пирĕн округăн аталанăвĕпе çыхăннă канашлу иртрĕ. Канашлăва Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ертсе пычĕ. Унта территори пайĕсен начальникĕсем, вĕрентÿпе культура учрежденийĕсен руководителĕсем хутшăнчĕç.

Калаçу 2026 çулта грант паракан конкурссем валли проектсем хатĕрлес ыйтуран пуçланчĕ. Кашни территори пайĕн, вĕрентÿ, культура, спорт учрежденийĕсен кăçал 3 заявкăран кая мар тăратмалла. Хăшĕ-пĕрисем заявкăсем хатĕрлесе çитернĕ те ĕнтĕ. Грант паракан конкурссене хутшăнни нумай хваттерлĕ çуртсен картиш территорийĕсене хăтлăлатма, округра тĕрлĕ фестивальсемпе конкурссем йĕркелесе ирттерме, шкулсене, спорт секцийĕсене, культура учрежденийĕсене оборудованипе, тĕрлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерме пулăшĕ. Çавăн пекех канашлура Вăрмар округĕн вĕрентÿ кластерĕн аталанăвĕ мĕнле çул-йĕрпе утăмланине те тĕплĕн сÿтсе яврĕç, малашнехи тĕллевсене палăртрĕç. Пĕтĕм Раççей ша­йĕнче иртекен «Чи лайăх муниципаллă практика» конкурса хутшăнма йышăнчĕç. Вăрмар округĕнче Раççей Ăслăлăхсен Академийĕн никĕсĕнчи шкул ĕçлет, Чăваш Республикинчи ертсе пыракан виçĕ аслă вĕренÿ заведенийĕпе килĕшÿ тунă, уйрăм техникум тата общежити-гостиница уçма палăртнă. Унсăр пуçне предприятисенче перекетлĕ производство енĕпе вĕрентÿ ĕçне йĕркелеме вĕрентÿ класĕсем юсаса хатĕрлеççĕ. Апла пулсан Вăрмар округĕн мăнаçланмалли самантсем чылай.

Конкурса заявка пама проект командине йĕркеленĕ, экспертсене тата ĕç графикне палăртнă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика