photo 2026 01 20 08 11 11Çĕр çинче кашни çыннăн хăйĕн уйрăм сукмакĕ. Ăна тĕрĕс суйласа илсе тупма çеç пĕлмелле. Пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пултарнисене, пурнăçĕпе кăмăллă пулнисене курма вара яланах аван. Ĕçĕ те ăнать вĕсен, мĕншĕн тесен ăна пушă чĕре мар, тимлĕ алă, шухăш-кăмăллă чун пурнăçлать.

Çакăн пек çынсенчен пĕри — пирĕн тăван, Антонина Даниловна Архипова. Антонина Даниловна никам кĕтмен, çак çул çĕр йăтайми инкек илсе килессине шутлама та пултарайман вăхăтра, 1941 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче шартлама сивĕ хĕл кунĕнче Мăнçырма ялĕн­че çуралнă. Çăмăл килмен унăн пурнăçĕ. Çуралсан ултă уйăха çитнĕ-çитменех вăрçă пуçлансан малтанхи кунсенчех ашшĕне, Данил Николаевича, фронта илсе кайнă. Амăшĕ, Фекла Ивановна, виçĕ пĕчĕк ачапа киле тăрса юлнă: 5 çул та тултарман пиччĕшĕ, 3 çула та çитмен аппăшĕ, çур çулти Тоня. Амăшĕ, çак йывăр вăхăтра ачисене выçă лартас мар тесе, хăйне тем пек йывăр пулсан та ĕне, сурăх çеç мар, лаша та тыт­нă. Лаша вара çемьене тăрантаканĕ вырăнĕнче пулнă. Виçĕ пĕчĕк ачине киле хăйсем тĕллĕн хă­варса амăшĕ ял çыннисене çĕр ĕçĕсене туса пама пулăшнă. Уншăн ăна кам тырă, кам çĕр улми, кам çăнăх /камăн мĕн пур\ панă. Амăшне кĕтсе сĕм çĕрлеччен хапха умĕнче ларнине каласа панă чухне Тоньăн куçĕ ирĕксĕрех шыв­ланать.

Антонина Даниловнăн ачалăх çулĕсем ырă пурнăç çитессе шанса ырми-канми ĕçлекен çынсемпе юнашар иртнĕ. Ĕçлеме ÿркенмен, ĕçе юратакан Тоня 7-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтрах хуçалăхăн сысна ферминче ĕçлеме пуçланă: малтанхи вăхăтра сыснасем валли апат пĕçернĕ. Çапла вара 1955 çулхи февраль уйăхĕн пĕрремĕш ку­нĕн­чен пуçласа унăн «Ĕç кĕнеки» /Трудовая книжка\ уçăлнă. Вăл вăхăтра никама та çăмăл пулман, пур ĕçе те алă вăйĕпе тунă. Кăмакара çунтарма вуттине татса çурмалла пулнă, чĕрĕ вутă часах хыпса илесшĕн те пулман, пурпĕрех сыснасене ирхи апат пама çĕр улмине пĕçерсе ĕлкĕртнĕ Тоня. 200 литр кĕрекен пичкесене шыва хунар çутипе алăпа уçласа тултарнă, пĕвери пăра катса шыв йăтнă самантсем те пулнă. Сивĕ е çил-тăманлă пулни ниме те пĕл­термен, выльăхăн вăхăтра ĕçмелле, вăхăтра çимелле. Çанталăкĕ те вăл вăхăтсенче шартлама сивĕ тăнă. Ытла та канлĕ пек туйăннă-ши Тоньăна сысна ферминче кăна ĕçлени, доярка кирлĕ тенине илтсен ĕне сума кайма та килĕшнĕ, е çын ыйтнине пурнăçлама хăнăхни пулнă-ши ку. Ĕне фермипе сысна ферми пĕр-пĕринчен инçе вырнаçман, Тоньăшăн ку майлă пулнă. Фермăсенче ĕç вĕрсе кăна тăнă, выльăхсен шучĕ нумай пулнă. Ирхине 3 сехетре тăрса ĕне сума кайнă, унти ĕçсене пĕтерсен сысна фермине куçнă. Каçхи сăвăма каллех ĕнесем патне.

Свинаркăра, дояркăра ĕçлесе Тоня выльăхсем чирленине сахал мар курнă, ĕни те, сысни те чирлемесĕр пулмасть. Выльăхсемпе ĕçлеме пĕлÿ çителĕксĕррине туйса илет хĕр. Колхоз правленийĕпе калаçса килĕшсе Патăрьелĕнчи ветеринарсене хатĕрлекен училищĕне вĕренме каять. Училищĕне лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернисене тÿрех Вăрнарти совхоз-техникума куçăмсăр майпа вĕренме йышăнаççĕ. Вĕсен шутĕнче Тоня та пулнă. Алла дип­лом илнĕ хĕр 1969 çулта вăхăтлăха Шăхальти ветучастокра ĕçленĕ, унтан ăна Йăнтăрчăри ветучастока куçарнă /вăл вăхăтра Тăвайпа Вăрмар районĕ пĕрлешнĕ пулнă\. Тăвай районне Вăрмар районĕнчен уйăрсан Антонина Даниловнăна Чупай ялĕнчи ветеринари участокне ĕçлеме куçараççĕ. Кунта вăл 1965-1969 çулсенче ĕçлет. 1969 çулхи февраль уйăхĕнчен пуçласа тăван ялти «Правда» колхозра ĕçлеме пуçланă. Хуçалăх тĕрлĕ ятпа ĕçлесе пăхнă, вăл саланса кайичченех Антонина Даниловна унта выльăх тухтăрĕнче ĕçленĕ.

Мĕн çамрăкран выльăх-чĕр­лĕхпе ĕçленĕскер, вĕсемсĕр мĕнле пурăнмаллине пĕлмест Антонина Даниловна. Малтанхи вăхăтра 2-3 ĕне те, лаша та усранă. Хушăнса пыракан çулĕсене, вăй-халĕ те çамрăк чухнехи пек маррине пăхмасăр халĕ те кил картийĕ пушă мар, сурăхĕсем, шучĕ те çук качакисемпе йышлă чăх-чĕпсем картиш тулли кĕшĕлтетеççĕ.

Пурнăç илемĕ ĕçре çеç пулнине чунĕпе туйса тăракан ĕç ветеранĕ, пурнăç йывăрлăхĕсене парăнма хăнăхман Антонина Даниловна хăй те йышлă çемьере çитĕннĕ те /çичĕ пĕр тă­ван пулнă вĕсем, шел те халĕ виççĕн кă­на юлнă\. Виталий Гавриловичпа çемье çавăрсан йышлă ача-пăчаллă çемье пирки ĕмĕтленнĕ. Пилĕк ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем мăшăрĕпе /йывăр тăп­ри çăмăл пултăр\. Пăхса ытармалла мар виçĕ пăхаттирпе икĕ хĕрĕ ашшĕ-­амăшне мĕн чухлĕ савăнăç кÿмен-ши? Ывăлĕсем виççĕшĕ те çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă, виççĕшĕ те пограничник пулса пирĕн тăнăç пурнăçа сыхланă. Ĕçчен те туслă çемьере çитĕннĕ ачасем пурте хăйсен пурнăç çулне тупнă. Куç тулли вунă мăнукĕ /7 арçын ача та 3 хĕр ача\, тĕпĕртетсе çеç тăраççĕ асламăшĕ, кукамăшĕ умĕнче.

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Мăнукĕсем те /хăш-пĕрисем\ çемье çавăрса мăн асанне, мăн кукамай ятне илттерчĕç Антонина Даниловнăна. Халĕ тăхăр кĕçĕн мăнукĕ çине ытарайми пăхса савăнать вăл.

Ĕçне кура хисепĕ. Антонина Даниловна ĕçне пысăка хурса хакланине унăн нумай Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем кăтартаççĕ. 1962 çулхи январĕн 17-мĕшĕнче ăна «Лучшая свинарка района» паллăпа чысланă. 1968 çулта «Участник ВДНХ СССР» тесе çирĕплетнĕ. Çавăн пекех нумай хутчен тÿлевсĕр юн панăшăн «СССР донорĕ» ята тивĕçнĕ. 1989 çулта «Ĕç ветеранĕ» медальпе чысланă. Ача амăшĕн II степеньлĕ медалĕ те пур. «Вăрçă ачи» ята тивĕçнине кăтартакан свидетельствăна та алла илнĕ. Ял Канашне нумай хутчен депутата суйланма тивĕçлĕ пулнă пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утакан хисеплĕ ветеран Антонина Даниловна Архипова.

«Ĕçчен çынна ял савать», «Ĕç çынна илем кÿрет». Çак ваттисен сăмахĕсен пĕлтерĕшĕ Антонина Даниловнăпа тÿрремĕнех çыхăннă. 14 çула çитсенех ĕç çулĕ çине тăнă Антонина Даниловна ял халăхĕ умĕнче хисепре. Ку хисепе вăл хăйĕн ĕçне тĕплĕн, питĕ лайăх пĕлнĕрен те, кунне-çĕрне пăхмасăр ял халăхĕ хăш вăхăтра пырса чĕнет, çав вăхăтра пулăшу кĕтекен выльăх-чĕрлĕх патне тухса утнăран та тивĕçнĕ.

85 çул... Калама — сахал пек те мар, ума çитсен — нумай та мар. Антонина Даниловнăн пурнăç çулĕ малалла та пĕр тумхахсăр, ачасен, мăнуксен, кĕçĕн мăнуксен юратăвĕпе ăшшине туйса татах нумай çула тăсăлтăр.

Светлана МИХАЙЛОВА

Мăнçырма ялĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика