Ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисене Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта Çĕнĕ çулхи уяв­сем умĕн пылак парнесем тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕнчен Олег Николаевран саламлă открыткăсем панă.

Ачасене парнесем панă май Центр специалисчĕсем кашнине савăнăçлă кăмăл-туйăм, çирĕп сывлăх, вĕренÿре çитĕнÿсем, вĕсен амăшĕсене вара хăйсен мăшăрĕсемпе часрах тĕл пулма, мирлĕ пурнăçпа пурăнма суннă.

«Çĕнĕ çул кашни киле, кашни çемьене телей, савăнăç, сывлăх, мир, ырăлăхпа тăнăçлăх илсе килтĕр», — тенĕ Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн директорĕ Жанна Дмитриева.

Надежда СКВОРЦОВА, васкавлă социаллă пулăшупа тивĕçтерекен уйрăм заведующийĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика