Регионта пурнăçланакан «Хамăрăннисен вăхăчĕ» /«Время СВОих»/ программа ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсене хăйсен опытне мирлĕ пурнăçра — управленинче, бизнесра, çамрăксене воспитани парас ĕçре — усă курма май парать
Чăваш Республикинче пулас управленецсене Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи патшалăх службипе халăх хуçалăхĕн Раççей академийĕн Шупашкарти филиалĕнче хатĕрлеççĕ. Вĕренсе пĕлÿ илес текенсем чылай: Раççейри 25 регионтан 388 заявка тăратнă, çав шутра çĕршыв йышне кĕнĕ çĕнĕ территорисенчен те.
«Программа малалла пурнăçланать. Унта хутшăнакансене патшалăх ĕçне тата депутатсен корпусне илме тытăннă та ĕнтĕ. Программа чăннипех те ăнăçлă ĕçленине çирĕплетет ку. Январьте ветерансем вĕрентĕвĕн виççĕмĕш модульне хутшăнма пуçлаççĕ, пирĕн республикăна аталантарма хатĕр профессионалсен вăйлă команди 2026 çулхи çуркунне валли йĕркеленĕ», — палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Аса илме: регионти «Хамăрăннисен вăхăчĕ» программа пĕлтĕрхи çул хута кайнă. Вăл Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Хушăвĕпе 2024 çултанпа пурнăçланакан «Паттăрсен вăхăчĕ» /«Время Героев»/ федераллă программăн хушăмĕ шутланать.
Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центр
