soРаççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2026 çул Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ. Унăн тĕллевĕ — халăхсем хушшинчи туслăха тата пирĕн нумай нациллĕ çĕршывра пурăнакан халăхсем хушшинчи ăнланулăха çирĕплетесси.

Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ĕçлекен «Манăн социаллă центр» клуб уçлăхĕнче кĕмĕл волонтерсем валли мероприяти йĕркеленĕ.

Ольга Яковлева культорганизатор волонтерсене халăх пĕрлĕхĕн çулталăкĕн пĕлтерĕшĕ пирки, унăн туслăха çирĕп­летес ĕçри вырăнĕ çинчен каласа ăнлантарнă. Волонтерсем калаçу хыççăн пĕрлĕхре пулнине çирĕплетекен илемлĕ ялав­сем туса хатĕрленĕ.

Ĕç вăхăтĕнче ăшă та туслă лару-тăру хуçаланнă: волонтерсем юрланă, пĕр-пĕринпе хаваслăн калаçнă. Юлашкинчен пурте пĕрле ларса чей ĕçнĕ.

«Пултарулăх ĕçĕ тата калаçни — пĕрлĕхре пулма тата пĕр-пĕрне ăнланма пулăшакан тĕп майсем, çулталăкăн тĕп шухăшĕсем çаксем», - палăртнă Ольга Николаевна.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика