PИртнĕ кунсенче Чăваш Енре Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсем ячĕпе савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Чăваш Республикинче 136 массăллă информаци хатĕрĕ, çак шутра 6 телеканал, 18 радиоканалпа программа, 61 хаçат, 19 журнал, 31 сетевой издани тата 1 электронлă периодика изданийĕ.

Республикăри массăллă информаци хатĕрĕ­сен ĕçченĕсене Чă­ваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ. «Паянхи массăллă информаци хатĕрĕсем тĕпрен улшăнчĕç. Информаци сарăласлăхĕн хăвăртлăхĕ ÿсрĕ, калăпăшĕ вара темиçе хутчен те ытларах нумайланчĕ. Эпир тĕнчере йĕркеленекен çĕнĕ тапхăрта пурăнатпăр, çакă массăллă информаци хатĕрĕсене те тÿрремĕнех пырса тивет. Тĕрĕс мар информаци — фейксем — сарăлнă вăхăтра информаци хатĕрĕсен пĕлтерĕшлĕ çав тери пысăк, уйрăмах ятарлă çар операци­йĕн пулăмĕсене çутатнă чухне, мĕншĕн тесен ку енĕпе питĕ нумай тĕрĕс мар даннăйсем пысăк хăвăртлăхпа сарăлаççĕ. Фактсемпе çирĕплетнĕ информаци кăна çынсене тĕрĕссине пĕлме май парать, лăпкăлăха упраса хăварма пулăшать. Сирĕн ĕçĕр çав тери пĕл­терĕшлĕ, республикăра пурăнакансене тĕрĕс информаципе тивĕçтересси, вĕсен шанăçне çĕнсе илесси. Республика Правительстви массăллă информаци хатĕрĕсемшĕн шанчăклă партнер, проектсене, паянхи йышши инструментсене, çĕнĕлĕхсене вăя кĕртессипе те пур енлĕн пулăшса пырăпăр», - тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Мероприятие РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Федераци Канашĕн, влаç тата обществăлла организацисен органĕсен представителĕсем те хутшăннă. Алла Салаева ра­йон хаçачĕсен журналисчĕсене уйрăмах тав туса палăртрĕ: «Сирĕн ĕç йывăр, округ уйрăмлăхне шута илсе хаçата вулакансем хушшинче кĕтекен тата шанăçа тÿрре кăларакан туса пырасси. Çынсем сирĕн материалсене кĕтеççĕ, вĕсене ĕненеççĕ. Тавах сире пирĕн ĕçе çутатнăшăн».

ЧР Цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Степанов массăллă информаци хатĕрĕсем активлă аталаннине палăртнă: «Цифровизаци çĕнĕ платформăсемпе форматсем çуратать. Патшалăхăн социаллă сечĕсенчи аудитори 400 пине яхăн подписчикпе танлашать».

Пичет ĕçченĕсене халалла­са çулталăкне пĕр хутчен ирттерекен çак савăнăçлă меро­приятие эпир те, районти «Хĕр­лĕ ялав» хаçат редакци­йĕн ĕçченĕсем те, хутшăнтăмăр, чыслава тивĕçрĕмĕр. «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ Зинаида Ермогеновна Павлова пичет ĕçĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Тав хутне тивĕçрĕ. Эвелина Николаевна Михайлова редактор Раççей Федерацийĕн Цифра аталанăвĕ, çыхăнупа массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотине илчĕ. Ирина Николаевна Данилова редактор тата реклама енĕпе ĕçлекен менеджер Надежда Ивановна Никитина Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Паллах, ĕçе çÿллĕ шайра хаклани пире малашне хавхалануллăрах, тăрăшуллăрах ĕçлеме хистет. Респуб­лика шайĕнчи журналистсенчен кая юлмасăр, çĕннине ăша хывса ĕçлесе пырасчĕ ÿлĕмрен те.

Пурнăç пурне те çĕнĕлле ĕçлесе пыма хистет пулин те, пичет кăларăмĕсем малтанхи пекех чăвашла тухса тăни паянхи хăйне майлă хăйнеевĕрлĕх. Алла хаçат тытса чă­вашла вулас текенсен йышĕ упранса юлтăрах!

Пичет ĕçченĕсемпе пĕрле республикăри телевидени, радио ĕçченĕсене те тĕр­лĕ наградăсемпе чысларĕç çак кун.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика