икаш ял тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче çак кунсенче сумлă çынсем — «Раççейри ветерансен Союзĕ» Пĕтĕм Раççейри ветерансен обществăлла организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн Председателĕ Виталий Петрович Осипов, унăн пулăшуçи Владимир Кириллович Васильев тата организаци сотрудникĕ Владимир Михайлович Гурьев — пулчĕç.
Хисеплĕ хăнасем ытахальтен мар, пĕлтерĕшлĕ ыйтăва татса пама пулăшас тĕллевпе килнĕ. Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене валли ялти клубра маскировка сеткисем çыхас ĕçе пурнăçлаççĕ, анчах клуб çуртĕнче хутса ăшăтмалли тытăма йĕркелеменнине пула сивĕ çанталăксенче электричествăпа ăшăтакан кăмакапа усă курма тивет. Паллах, кун пек условисенче ĕçлеме çăмăлах мар.
«Раççейри ветерансен Союзĕ» Пĕтĕм Раççейри ветерансен обществăлла организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн Председателĕ Виталий Петрович Осипов çĕнвĕренерсен патриотлăхне пысăк хак пачĕ, ял активисчĕсене Раççейри ветерансен Союзĕ ячĕпе Тав çырăвĕсемпе тата СВО вăхăтĕнче фронта пулăшнăшăн медальпе наградăларĕ.
Ятарлă çар операцийĕ вăхăтĕнче «Фронта пулăшнăшăн» медале ялта маскировка сеткисем çыхас ĕçе пуçарса яраканĕ Любовь Михайловна Васильева тивĕçрĕ. Активлă çынсенчен чылайăшне Раççейри ветерансен Союзĕн регионти уйрăмĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.
«Раççейри ветерансен Союзĕ» Пĕтĕм Раççейри ветерансен обществăлла организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн Председателĕ Виталий Петрович Осипов Çĕнĕ Вĕренер клубне юсас ĕçпе çыхăннă ыйтăва тимлĕхе илме, май килнĕ таран пулăшма шантарчĕ. Палăртса хăвармалла, клуб юсавĕпе çыхăннă ыйтăва Раççей Президенчĕн администрацийĕ контроле илнĕ, çавăнпа клуба юсама май килетех тесе шанатпăр.
Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче пурăнакансене хастарлăхшăн, гражданла тивĕçне активлă пурнăçланăшăн, ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра фронта пулăшнăшăн пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Хальхи вăхăт тĕлне вĕсем 44 маскировка сетки çыхнă.
Валерий НАРСОВ, Тикашри территори пайĕн начальникĕ
