Округри Культура çуртĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн çулсеренех иртекен ыркăмăллăхлă Раштав елки иртрĕ. Вăл шкулта лайăх вĕренекен ачасене, нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесенче, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр çитĕнекенсене пуçтарчĕ. Пĕр ача та пылак парнесĕр, шоколадсăр юлмарĕ çак кун.
Фойере «Çулталăк символĕ» конкурса хутшăннă ачасен ĕçĕсенчен хатĕрленĕ куравпа паллашма май пулчĕ. 2026 çулхи çулталăкăн символĕ лаша пулнă май, тĕрлĕ япаларан тунă илемлĕ ал ĕçĕсене. Çак кунах конкурс çĕнтерÿçисене те чысласа саламларĕç уяв сцени çинче.
Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ачасене, ашшĕ-амăшĕсене Раштав ячĕпе саламларĕ, пурне те телей, чунра лăпкăлăх, мирлĕ тÿпе, юратупа, ĕненÿпе пурăнма сунчĕ.
Мероприяти шайĕнче «Çулталăк символĕ-2026» конкурс çĕнтерÿçисене дипломсемпе, «АККОНД» фабрикăн пылак парнисемпе чысларĕç.
Çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, Чăваш Республикинчи ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен Уполномоченнăйăн Вăрмар округĕнчи обществăлла пулăшуçи, «Ингосстрах» страховани компанийĕн Вăрмарти уйрăмĕн директорĕ Ирина Алексеева, Вăрмар райпо Канашĕн председателĕ Марина Сейфуллина, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей ачасене Раштав ячĕпе саламласа ăшă сăмахсем каларĕç.
Палăртса хăвармалла, уяври ачасене пылак парнесемпе савăнтарма ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин спонсорла пулăшу кÿнĕ. Çавăн пекех «Ингосстрах» компани те Вăрмарти уйрăмĕн директорĕ Ирина Алексеева тăрăшнипе ачасем валли 100 пылак парне пуххи туянма укçа-тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех «Ачасене — шоколад» акци кăçал Вăрмар округĕнче уйрăмах активлă иртнĕ — шоколад нумай пуçтарăннă. Çавăнпа та Раштав елкинче пĕр ача та шоколадсăр юлмарĕ. Вăрмар райпо Канашĕн председателĕ Марина Сейфуллина çак акцие хутшăнакансене пурне те тав турĕ. Марина Аркадьевна çак уявран юлнă шоколадсене ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем патне ăсатассине пĕлтерчĕ.
Ачасене хавхалантарма Шупашкартан Вырăс драма театрĕн артисчĕсем килсе çитнĕ çак кун. Сцена çинче вĕсем Çĕнĕ çул уявĕпе çыхăннă юмах лартса панă. Ачасем Раштав елкине хутшăнса чăн-чăн юмаха лекнĕ пекех туйрĕç хăйсене.
Эвелина МИХАЙЛОВА
