Вăрмар муниципаллă округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Ĕçлĕ ушкăнсем халăхпа тĕл пулса кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе яврĕç. Вĕсем çаксем: коммуналлă хытă каяшсене хĕллехи тапхăрта илсе тухасси, интернетпа усă курма вăхăтлăх чарни, терроризм идеологийĕ çамрăксем хушшинче сарăлнине çул пÿлесси, коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлемелли хаксем, çулсене хĕлле юртан тасатса тăрасси, пушар хăрушсăрлăхĕ.
Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ертсе пынă ушкăн Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕнче пулчĕ. Унăн заместителĕ — строительство тата çул-йĕр хуçалăхĕн пайĕн начальникĕ Наталия Иванова ертсе пынă ушкăн Тикаш ял тăрăхĕнче ĕçлерĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов ертсе пынă ушкăн вара Чулкас ял тăрăхне çул тытрĕ.
Чулкас ял тăрăхĕнчи тĕлпулу ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çуртĕнче иртрĕ. Унсăр пуçне яваплă çынсем Анаткас ялĕнчи клубра та пулчĕç, кунта маскировка сеткисем çыхакан активистсемпе тĕл пулса информаци кунĕн ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕç. Çавăн пекех вĕсен ĕçĕпе те паллашрĕç.
Тĕплĕнрех «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн çитес номерĕнче вуласа пĕлме пулĕ.
http://gazeta1931.ru/urmary/14618-v-rmar-munitsipall-okrug-nche-p-rlekhi-informatsi-kun-irtr-4#sigProIdcc58b29b5f
