2026 çула Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Хушăвĕпе çĕршывра — Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Хушăвĕпе республикăра — Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ тесе йышăннă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн официаллă сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, регионта пурăнакансенчен 63,7% — чăвашсем, 30,7% — вырăссем, 2,7% — тутарсем, 0,7% — мордвасем, 0,3% — марисем, 1,9% — ытти тĕрлĕ халăхсем. Çавăн пекех Чăваш Енре пурăнакансенчен 80% — православи тĕнне ĕненеççĕ, 3% — ислам тĕнне. Республикăра 340 тĕн организацине регистрациленĕ, çав шутра 261-шĕ — Вырăс Православи Чирĕкĕвĕн Чăваш митрополийĕн прихочĕсем. Мусульмансене 54 тĕн организацийĕ пĕрлештерсе тăрать.
Сăмаха май, регионта çак кунсенче Шупашкар тата Чăваш епархийĕ 80 çул тултарнине паллă тунă. Çак çулсем хушшинче Чăваш митрополийĕ тĕрлĕ тĕрĕслевсен тата пулăмсен тапхăрĕ витĕр тухса ансат мар çул-йĕре парăнтарнă. Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртнĕ мероприятине пухăннисене юбилейлă датăпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă, ăс-хакăлпа нравственность хаклăхĕсене çирĕплетнĕшĕн, нацисемпе конфессисем хушшинчи мирпе килĕшĕве упранăшăн епархие Хисеп грамотипе наградăланă.
Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий, сăмах тухса каланă май, православи чиркĕвĕ вырăссемпе чăвашсемшĕн пĕлтерĕшлĕ, ырăлăхăпа юрату тата пĕр-пĕрне хисеплени çинче никĕсленнĕ хаклăхсене сарнине тата вĕрентнине палăртнă.
Вăрмар округĕнче те тĕрлĕ халăх çыннисем, тĕрлĕ тĕне тытса пыракансем туслăн пурăнаççĕ. Ĕçлеççĕ, çемье çавăраççĕ, ача-пăча çитĕнтереççĕ.
Çакăн пек çемьесенчен пĕри — Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Ивановсен çемйи /сăн ÿкерчĕк çинче/. Çемье пуçлăхĕ — Альберт Владимирович, чăваш çынни. Унăн мăшăрĕ — Айсылу Равиловна. Айсылу юнашарти Тутар Республикинче çуралнă, ашшĕ — тутар, амăшĕ — чăваш.
Ивановсен 3 ача. Асли Наталия хăй те çемьеллĕ ĕнтĕ, Сашенька ятлă хĕрача çитĕнет вĕсен. Ивановсен вăтам ачи Артемий Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта 11 класра вĕренет, кĕçĕнни Иван — 6 класра. Ивановсем нумай çул ĕнтĕ хăйсен ĕçне тытса тăраççĕ — Вăрмар пасарĕнче строительство тата хуçалăхра кирлĕ таварсемпе суту-илÿ тăваççĕ. Çемье бизнесне пуçарса яраканĕ — Альберт Владимировичăн ашшĕпе амăшĕ Владимир Максимовичпа Светлана Ивановна.
Ивановсен çемйи юратупа туслăхăн чиккисем çуккине çирĕплетет, вĕсем пур енчен те ырă тĕслĕхлĕ çемье.
Ирина ДАНИЛОВА
