photo 2025 12 25 15 13 03Çĕнĕ çулхи уявсем тĕлне Чулкасри культура çуртĕнче çĕнĕ модульлĕ библиотека хута кайрĕ. Ăна уçма Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Татьяна Казакова, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев тата ытти яваплă çынсем хутшăнчĕç.

Кунти библиотека тата культура ĕçченĕсем ятарласа куравсем йĕркеленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалласа «Вăрçă саманчĕсем кĕнеке астăвăмĕнче», вырăс халăхĕн йăли-йĕркисемпе çыхăннă «Вырăс халăхĕн культурипе йăли-йĕркисем», ал ĕçĕпе çыхăннă куравсем курма килнисене тыткăна илчĕç. Палăртма кăмăллă, çак библиотекăра халĕ интерактивлă панель те пур. Унпа биб­лиотека заве­дую­щийĕ Вероника Леонтьева паллаштарчĕ. Çĕнĕ библио­текăра хăтлă, илемлĕ, вăл çĕнĕ кĕнекесемпе пуян. Çавăн пекех кунта компьютерсем те вырнаçтарнă. Шкул ачисем вĕсемпе экзаменсене хатĕрленеççĕ. Кунтах çемьепе килсе пĕрле тĕрлĕ интереслĕ кĕнекесем вулама, ачасем вара ÿкерме пултараççĕ.

Хăтлă та илемлĕ библиотека уçăлнă ятпа ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Татьяна Васильевна Казакова саламларĕ. Вăл палăртнă тăрăх, республикăра уçăлнă çĕнĕ библиотекăсенчен Чулкасри библиотека шучĕпе 40-мĕш вулавăш çурчĕ пулнă. 2026 çулта та, Татьяна Васильевна каланă тăрăх, респуб­ликăра тепĕр çĕнĕ 14 библиотека уçма палăртаççĕ. Вĕсен шутĕнче Вăрмар поселокĕнчи тĕп библиотека та çĕнелсе хута кайĕ. «Библиотека ĕçченĕн çамрăк ăрăва ытларах явăçтармалла, шкулпа тачă çыхăнура ĕçлемелле, ачасене кĕнеке урлă тĕрĕс воспитани пама тăрăшмалла», - тесе палăртрĕ Татьяна Казакова.

Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Викторович Шигильдеев çакăн пек çĕнĕ йышши библиотекăсем уçма майсем туса панăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева тав турĕ, округра культура енĕпе çыхăннă наци проекчĕсем ăнăçлă ĕçлесе пынине палăртрĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика