kВăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комп­лекслă центрта «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн «Манăн çемье цент­рĕ» ĕçлет. Ун çумĕнче 1 çултан пуçласа 3 çулчченхи ачасене вăхăтлăх йышăнакан ушкăн хăйĕн ĕçне малаллах тăсать. Хальхи вăхăтра та амăшĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕсене вăхăтлăха центр­та хăварма пултараççĕ, çак вăхăтра хăйсен ĕçĕсемпе кайса килме пултараççĕ.

Социаллă сферăра вăй хуракан психологсем ачасене ушкăна илсе юлаççĕ кăна мар, вĕсене çак вăхăтра аталантараççĕ те. Специалистсем социаллă пулăшу кÿнĕ май пĕчĕк ачасене методика материалĕсемпе, теттесемпе паллаштараççĕ, выляттараççĕ. «Пĕчĕкскерсем вăйă процесне кĕрсех каяççĕ, пирĕнтен уйрăлса та каясшăн мар, тепĕр хутчен килнĕ чухне кăмăлпах юлаççĕ пирĕн патĕнче», - пĕлтереççĕ социаллă пулăшу кÿрекен специалистсем.

Ачасене вăхăтлăха йышăнса юлакан «Манăн çемье центрĕнчи» ушкăн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусем пулсан 8 /83544\ 2-18-72 номерпе шăнкăравламалла.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика