IMG 2460Çĕнĕ çулхи уявсем умĕн пирĕн округри ăнăçлă ĕçлесе пыракан «Светлана» çĕвĕ предприятийĕн­че иккĕлле уяв иртрĕ. Предприятин 15 çулхи юбилейне тата Çĕнĕ çул уявĕсене паллă турĕç. Çак кун цехра çĕвĕ машинисем канчĕç, вĕсене ĕçлеттерекен çĕвĕçсем уявра савăнчĕç. Хĕл Мучипе Юр Пике пулса предприяти руководителĕсем Светлана Николаевнăпа Вениамин Леонидович коллектива ăшшăн саламларĕç, кашнине пылак парнесем валеçрĕç. Çĕвĕçсем парнене алла иличчен Çĕнĕ çул ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕç. Мероприятие Константин Яковлев ертсе пычĕ.

Светлана Белоусова коллектива ăшшăн саламларĕ: «Пирĕн командăра чи вăйлă çĕвĕçсем ĕçлеççĕ, мĕншĕн тесен çакăн пек йывăр ассортимента Вăрмарта урăх никам та çĕлемест. Фабрика мĕн уçăлнăранпах ĕçлекенсем, каярах килнисем те пирĕн­пе пĕрле чуна парса ĕçлеççĕ. Тавах вĕсене пурне те тÿрĕ кăмăллă, тăрăшуллă та лайăх ĕçшĕн. Чăнах та, пирĕн продукци пысăк пахалăхлă, пире шанаççĕ, саккассем парсах тăраççĕ. Пурне те çирĕп сывлăх, телей сунатăп, çывăх çыннăрсем те яланах сывă пулччăр!»

«Светланăна» паллă да­та ячĕпе Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Олег Кошельков та саламларĕ, Вăрмар округĕн пуçлăхĕн Василий Шигильдеевăн Тав çырăвĕпе чысларĕ. «Светлана» — округри аталанса пыракан, ла­йăх ĕçлекен, пирĕн округăн экономикине пысăк тÿпе хывакан çĕвĕ предприятийĕ. Кунта ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ, Белоусовсем пирĕн социаллă проектсене яланах хутшăнаççĕ, ятарлă çар операцине гуманитари пулăшăвĕ, укçа-тенкĕ парса пулăшаççĕ. Коллективăн, ертÿçĕсен тăрăшулăхне кура предприяти пĕр чарăнмасăр саккассем йышăнса ĕçлет. Тавах сире пурне те пархатарлă ĕçĕршĕн!» - терĕ Олег Кошельков.

IMG 2429Светлана Николаевнăпа Вениамин Леонидович предприяти мĕн йĕркеленсе кайнăранпа, пĕрремĕш утăмсенчен коллективра вĕсемпе пĕрле ĕçлекенсене — чи парăннисене, чи шанчăклисене кашнинех уйрăмшаррăн палăртса тав турĕç, парне пачĕç. Тĕрĕссипе, уяври пĕр çын та парнесемсĕр юлмарĕ. Предприяти руководителĕсем коллектив, килнĕ хăнасем хушшинче лотерея вылявĕ ирттерчĕç, темиçешер парне те лекрĕ çĕвĕçсене. Пĕр çын та лотерея парнисĕр юлмарĕ. Хаваслă, савăнăçлă шăв-шав, кулă сасси хуçаланчĕ çак кун çĕвĕ цехĕнче.

Çакăн пек мероприятисем ирттерни коллектива татах та çирĕплетет, ăшă кăмăл-туйăм парнелет.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика