kudeÇĕнĕ çулти канмалли кунсенче Кĕтеснерти культура çуртĕнче аслисемшĕн кăна мар, ачасемшĕн те асра юлмалли уявсем пулса иртрĕç. Раштав уявĕ умĕн праçник ячĕпе Алексей Скворцов шашка турнирне йĕркелерĕ. Хĕрÿллĕ вăйăсем виçĕ сехете яхăн тăсăлчĕç.

Турнирта малти вырăна Мария Иванова çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна Арина Николаева тухрĕ, виççĕмĕшне – Егор Егоров. Иртнĕ турнирти пекех тăваттăмĕш хисеплĕ вырăна Ульяна Егорова тивĕçрĕ. Турнир тĕлĕнтермĕшĕ Ульянăн пиллĕкри шăллĕ Станислав пулчĕ. Вăл виçĕ очко пухма пултарчĕ. Çĕнтерÿçĕсем хаклă парнесем илчĕç, ыттисене те Хĕл Мучи ярса панă канфетсем лекрĕç.

Раштав кунĕ, иртнĕ çулсенчи пекех, ялти кĕçĕн çулхи ачасем клуб­ра илемлĕ чăрăш тавра пухăнчĕç. Светлана Скворцова хатĕрленĕ сценари тăрăх Хĕл Мучипе /Алексей Скворцов\ Юрпике /Яна Степанова\ хĕрĕх ытла ачана юрлаттарчĕç, ташлаттарчĕç, выляттарчĕç, канфетсемпе сăйларĕç. Ачасемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕсем те чăрăш тавра тăрса савăнчĕç, уявсене лайăх йĕркеленĕшĕн культура ĕçченĕсене тав турĕç.

Анатолий ИВАНОВ

Кĕтеснер ялĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика