photo 2026 01 08 12 52 37«Физкультурăпа спорт аталанăвĕ» патшалăх программи ша­йĕнче Вăрмар поселокĕнчи «Илем» физкультурăпа спорт комп­лексĕн бассейнĕнче шывра ишессипе «Раштав старчĕсем» ăмăрту иртрĕ.

Спорт мероприятийĕн савăнăçлă пайĕнче спортсменсене ăнăçу сунса Вăрмар муниципаллă округĕн администраци­йĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ А.Крас­нов, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ Н.Павлов, И.Дмитриева тренер тухса калаçрĕç. Çавăн пекех шывра ишессипе Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ Агафья Грачева сăмах илчĕ, ăмăртусене хутшăнакансене çĕнтерÿ тата хăйсен вăйне шанма сунчĕ. Палăртмалла, Агафья ăмăртусен суд­йин тивĕçĕсене те пурнăçларĕ.

Ăмăртусем интереслĕ иртрĕç, ишевçĕсем — И.Дмитриева, Ю.Гри­горьев, Н.Мелькова тата пурте асăмăрта упракан И.Алешин тренерсен воспитанникĕсем — хăвăртлăхĕпе тата ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсемпе тата грамотăсемпе чысларĕç, унсăр пуçне кашни спортсмена ăмăртусене хутшăннине çирĕплетекен сертификат пачĕç. Вăрмар райповĕ тата «Единая Россия» партин Вăрмарти уйрăмĕ çĕнтерÿçĕсене пылак парнесемпе тивĕçтерчĕç.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика