t JaRlMhMvdMFVP qs4gbMXA0Ed4 oZyg7dNnBQXlb6be9AE joyY2WJ sFGsBU5956Ejme2u J SkF8DlDdq39QХĕллехи каникул вăхăтĕнче Мăнçырма ялĕнче волейбол енĕпе урам командисем хушшинче турнир иртрĕ. Ăна Чă­ваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенне, Мăнçырмари вăтам шкул директорĕнче нумай çул вăй хунă В.Д. Николаева асăнса йĕркеленĕ.

Мероприятие савăнăçлă лару-тăрура уçнă май турнира хутшăнакансен умĕн­че саламлă сăмахсемпе Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ О.Кошельков, Мăнçырмари территори пайĕн начальникĕ Н.Николаев, В.Д. Николаев ячĕллĕ Мăн­çыр­мари вăтам шкул директорĕ Г.Ва­силь­ев, Владимир Даниловичăн пĕртă­ванĕ З.Илларионова тата хĕрĕ Н.Михайлова тухса калаçрĕç, ăнăçу сунчĕç.

Турнира 8 команда хутшăнчĕ: «В.Д. Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари вăтам шкулта вĕренекенсем», «В.Д. Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари вăтам шкулта вĕрентекенсем», «Тăвансем», «Израиль», «Иштукан», «Студентсем», «Енкĕпĕç», «Ветерансем». Спорт мероприятийĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх «В.Д. Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари вăтам шкулта вĕренекенсем» команда çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Çак команда спортсменĕсем çав тери ăста вылярĕç, пурте питĕ хастар пулчĕç. 2-мĕш вырăна «Студентсем» команда йышăнчĕ, 3-мĕш вырăна «В.Д. Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари вăтам шкулта вĕрентекенсем» команда тухрĕ.

Çавăн пекех спортсменсене тĕрлĕ номинацисенче те палăртнă: «Самый юный игрок» — Роман Романов /10 çулта/, «Лучший игрок» — Кирилл Данилов, «Лучший блоки­рую­щий» — Дмитрий Семенов, «Лучший нападающий» — Вадим Матвеев, «Лучший связующий» — Тимофей Тимофеев.

Турнир чăннипех те спортпа туслăх уявĕ пулса тăчĕ. Ăна йĕркелесе ирттерме В.Д.Николаевăн тăванĕсем тата хĕрĕ Н.Михайлова активлă пулăшрĕç.

Сергей АРХИПОВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика