d«Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен диагностика тата социаллă реа­билитаци уйрăмĕнче ачасем валли «Сывă пурнăç йĕркин тĕнчине илсе каякан илĕртÿллĕ çул-çÿрев» ятпа физкультура енĕпе мероприяти иртнĕ. Унăн тĕллевĕ - ачасене сывă пурнăç йĕркипе, физкультурăпа çывăхрах пулма вĕрентесси.

Хĕлле - çулталăкри илемлĕ вăхăт. Сивĕ хĕл сывлăшĕпе сывласа киленме, юр кÿлеписем туса выляма пулать. Хĕллехи уçă сывлăшра выляса ачасем хăйсем пуçарулăх кăтартма пултарчĕç, хăйсене килĕшекен вăйăсем вылярĕç. Хаваслă кăмăл-туйăмпа вĕсем чупрĕç, сикрĕç, вылярĕç!

Уçă сывлăшра иртнĕ хĕллехи вăйăсем мероприятие хутшăннă пур участнике те çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, вăй-хал, савăнăç парнелерĕç

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика